Августăн 9-мĕшĕнче РФ çутĕç министрĕ Ольга Васильева Мускаври пĕр шкулта шкул ачисен ашшĕ-амăшĕпе тĕлпулу ирттерет. Калаçу видеоконференци мелĕпе иртет. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакансем хутшăнма пултараççĕ. Хальхинче видеоçыхăну урлă 8 хулана калаçтарĕç. Онлайн-трансляци Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕн пухăвне пурне те пăхма май парать.
Халĕ кашниех хăйне пăшăрхантаракан ыйтăва http://edu.gov.ru/opc-view сайтра е Çутĕç министерствин социаллă сетьсенчи страницисенче вырнаçтарма пултарать. Вĕсенчен чи çивĕччисене пухура сÿтсе явĕç.
Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕн пухăвне кашни çулах вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн йĕркелеççĕ. Вăл шкул ачисен ашшĕ-амăшне мĕн пăшăрхантарнине, вĕсем вĕрентÿри çĕнĕлĕхсем çинчен мĕн шутланине пĕлме май парать. Пĕлтĕр ашшĕ-амăшĕсем 3000 ытла ыйту панă. Вĕсенчен нумайăшĕ шкул программине кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе, ют чĕлхесене вĕрентессипе, экзаменсем парассипе, кĕнекесен пахалăхĕпе çыхăннă пулнă.