Пятница, 26 апреля

Мăкăньпе кантăр пахчара ан пултăр

Юлашки вăхăтра йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем наркотик тытăмлă ÿсентăран çитĕнтерекенсемпе тата вĕсемпе сутă тăвакансемпе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Ăнлантару ĕçĕсем ирттерес тĕлĕшпе те час-часах ятарлă рейдсем йĕркелеççĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмăн полици начальникĕ Игорь Авдеев пĕлтернĕ тăрăх, районта июлĕн 16—25-мĕшĕсенче «Мăкăнь — 2018» профилактика операцийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пырать. Иккĕмĕш тапхăрĕ — августăн 6—15-мĕшĕсенче, виççĕмĕшĕ сентябрĕн 2—12-мĕшĕсенче иртмелле. Рейд вăхăтĕнче сотрудниксем граждансен психикине улăштаракан, сывлăха сиен кÿрекен наркотик тытăмлă япаласемпе усă куракансенчен тата вĕсемпе сутă тăвакансенчен уйрăмах çирĕп ыйтĕç. Пахчара мăкăнь çитĕнтерекенсен те явап тытма тивĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *