Район уй-хирĕсенче хальхи вăхăтра утă-сенаж хатĕрлес ĕç пырать.
Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне районти пур тĕрлĕ хуçалăхра та нумай çул ÿсекен курăксене пĕтĕмпех çулса пĕтернĕ. Асăннă кун тĕлне 6979 тонна утă, 11136 тонна сенаж янтăланă.
Районти колхозсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи акана хатĕрленсе хальлĕхе 1517 гектар çĕр сухаланă.
Вырма — хĕрÿ те яваплă тапхăр. Хуçалăхсенче хальхи вăхăтра хурçă утсемпе тыр-пул пуçтармалли комбайнсене юсаççĕ. Ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама тĕплĕн ха-тĕрленни кирлĕ. Çавăнпа та çакна шута илсе кашни кунпа туллин усă курасчĕ.
В.НИКИФОРОВ,
район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ.