Четверг, 18 апреля

Азбабара – Питравра

Азбабара – Питравра

— Тĕрлĕ халăх çыннисем килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннине мĕн çиттĕр?! Пуласлăх вăл — пĕрлĕхре, — тет «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Владимир Павлов.
Çак кунсенче «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ Тутарстан Республикинчи Апас районне кĕрекен Азбаба ялĕнче иртнĕ пысăк мероприятие, Питрав уявне, хутшăнчĕ.
— Питрав православи тĕнĕпе пурăнакансемшĕн пысăк праçник шутланать. Эпир ăна сума суни — пархатарлă ĕç. Павел апостол хăйĕн çырăвĕнче аслисене хисеплеме хушнă, авалхи йăласене тытса пыни — несĕлсене сума суни. Çавăнпа та сире çак уява ирттерме пиллетĕп, — терĕ Зеленодольск районĕнчен килнĕ Анатолий иерей.
Регион шайĕнче иртнĕ мероприятие Чĕмпĕр, Чулхула облаçĕсенче, Чăваш Енре, Тутарстан Республикинче тата ытти çĕрте пурăнакан чăвашсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Уяв вăйă картине чăваш, тутар, вырăс, крешен çыннисем пурте пĕрле тăрса каланă вăйăран пуçланчĕ. Часах сцена çине ялти хастарсене чĕнчĕç. Вĕсене район администрацийĕнче ĕçлекенсем Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысларĕç. Пултаруллă ĕçченсем ячĕпе çак кун сахал мар юрă шăранчĕ.
Елчĕк тата Патăрьел районĕсенчен килсе çитнĕ артистсем хыççăн сцена çине «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн коллективĕ тухрĕ. Халăх вĕсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илсе çаплах ăсатрĕ.
— Питĕ пултаруллă коллектив, ансамбле ăнăçу сунатпăр, — терĕç куракансем.
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *