Июлĕн 12-мĕшĕнче Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче оперативлă службăн кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.
Канашлăва Чăваш Республикин ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне контроллекен управлени начальникĕ, полици полковникĕ Данис Шакуров ертсе пынă.
Чи малтанах «Комсомольский» уйрăмăн полици пайĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин тухса калаçнă. Отчетлă тапхăрта шута илнĕ преступленисен йышĕ чакнă. Ку вăл ытларах ют çынсен пурлăхне çаратасси тата вăрласси чакнипе çыхăннă. Пирĕн районта 65 преступление регистрациленĕ, ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 4,4 процент пĕчĕкрех. Çапах та Аслă Çĕрпÿел, Элпуç, Урмаел ял тăрăхĕсенче преступлени тăвасси ÿссех пыни пăшăрхантарать.
Калас пулать, саккуна пăсакансен йышĕнче ытларах ниçта та ĕçлеменнисем, маларах та судпа айăпланнисем, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем. Полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем профилактика ĕçне вăйлатнăран, ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕрен йĕркене ÿсĕрле пăсакансен йышне чакарма май килнĕ. Унччентерех тунă преступленисене тупса палăртас ĕçе те ятарлă контроле илнĕрен 10 преступление уçса пама май килнĕ.
Йĕркене пăснине вăхăтра асăрхаттарас тĕлĕшпе административлă правăна пăсакансене вăхăтра тупса палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ултă уйăхра уйрăм сотрудникĕсем административлă йĕркене пăхăнманнине 2787 тĕслĕх тупса палăртнă, 3298450 тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ, 2303 пин тенкĕ шыраса илнĕ.
Комплекслă ĕçленине пула çул çитмен ачасем преступлени тăвасси ырă енне улшăннă. Пирĕн районта ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачине воспитани парасси çине алă сулнă 1 тĕслĕхе тупса палăртнă.
Çак тапхăрта çул-йĕр çинчи инкексем чакни савăнтарать. Çапах та руль умне ÿсĕрле ларнă 49 водителе тытса чарни тимлĕхе самантлăха та çухатмалла маррине калать.
Обществăлла вырăнти лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăрас енĕпе икĕ районта — 46, вăл шутран районта 23 видеокамера ĕçлет. Аппаратпа программа комплексĕ тăрăх йĕркене пăсакан 26 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Çапах та обществăлла вырăнта преступлени тăвасси ÿссе пыни шухăша ярать. Пурин те саккуна пăхăнса пурăнасчĕ те. Мĕншĕн тесессĕн вăл çирĕп ыйтать. Апла пулин те йĕркене пăсакансем пирĕн хушăра пур-ха.
А.АНТОНОВА.