Диспансеризаци — çĕнĕ йĕркепе

Диспансеризаци — çĕнĕ йĕркепе

Кăçалтан уйрăм категорири аслă ÿсĕмри çынсене диспансеризаци витĕр кăларас çĕнĕ йĕрке пурнăçа кĕчĕ.
Çын хăйĕн сывлăхне кура диспансеризаци тăтăш тухни пĕлтерĕшлĕ. Практика кăтартнă тăрăх, хăйне сывă тесе шутлаканăн та ку тĕрĕслев вăхăтĕнче хăрушă инфекци чирĕсем тупса палăртни тĕл пулать.
2018 çултанпа медицина пулăшăвĕн пухăмĕ те улшăнчĕ. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри — диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче, вăрах чирĕн паллисене тĕрĕсленĕ чухне, юнăн клиника тата биохими, шăк анализĕсене илмеççĕ, ăшчикри органсене тата сутана шăмми органĕсен УЗИ-не тумаççĕ. Халĕ ку тĕпчевсем вырăнне каяша вăрттăн юнран тĕрĕсленипе улăштараççĕ, ăна виçĕ çулта пĕрре мар, икĕ çултан тĕрĕслесе тăрĕç. Çакă тĕрлĕ тапхăрти шыçă чирне палăртма май парать. Çавăн пекех арçынсен юнне ПСА /простат-специфический антиген/ çине тĕрĕcлĕç. Паллах, пациентăн ку енĕпе çитменлĕхсем пуррине кура.
Медицина тивĕçтерĕвĕн тепĕр çĕнĕлĕхĕсем: колоректаллă рака палăртакан анализа илни, маммографие тăтăшрах ирттерни /39—49 çулcенчи хĕрарăмсем виçĕ çулта пĕрре, 50—70 çулхисем — икĕ çулта пĕрре/, ЭКГ тумаллах, анчах малтанхилле 21 çултан мар, арçынсен 35 çултан тытăнса, хĕрарăмсен — 45 çултан.
60 çултан иртнĕ мĕнпур граждансенне куçри юн пусăмне, глаукома пуррине тĕрĕслĕç. 21 çултан тытăнса çынсем анонимлă майпа тата тÿлевсĕр ВИЧ-тест витĕр тухма пултараççĕ.
Диспансеризаци малтанхиллех икĕ тапхăрпа иртет.
Н.АЛЯКИНА,
врач-терапевт.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *