Вторник, 23 апреля

Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр

Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр

Спортпа туслисен йышне ÿстерме пулăшакан, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтаракан юхăм — Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр комплекс — Чăваш Енре пирвайхи утăмĕсене темиçе çул каялла анчах тунă. Халĕ вăл аталаннăçем аталанса пырать.
Акă, июлĕн 10-мĕшĕнче районти «Каçал ен» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те ГТО нормативĕсене пурнăçларĕç. Кашни, ÿсĕмне кура, пурнăçларĕ ăна: 60 метр, 2 километр чупрĕç, тăршшĕне сикрĕç, палăртнă ытти ĕçсене те тÿрремĕнех пурнăçларĕç.
Районти организацисемпе предприятисенче тăрăшакансен те ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррине çирĕплетсе памалла. Кашни — ÿсĕмне кура. Нормативсемпе эсир Ĕçпе хÿтĕлевĕн ятарлă сайтĕнче паллашма пултаратăр. Кам унта регистрациленмен, регистрациленме вăхăт çитрĕ. Пурте пĕрле спортпа туслашар, унпа пĕрлех — сывлăха та çирĕплетер!
П.ПОРЯДКОВ,
«Кĕтне» ФСК директорĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *