Вăхăтра тÿле те канлĕ пурăн

Вăхăтра тÿле те канлĕ пурăн

Ватăсем çунана çуллахи кун хатĕрлеме сĕннĕ. Çулла вăл — шăпах капиталлă юсав ĕçĕсем ирттермелли чи лайăх тапхăр.
Районта хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ 47 çурт. Унта пурĕ — 786 хваттер.
— Капиталлă юсав ĕçĕсем ирттересси — кăткăс ыйту. Хваттер хуçи алă сулсан — пушшех те. Тĕслĕхрен, Комсомольски ялнех илер. Унти, 786 хваттертен, 193 хваттершĕн, вĕсенче пурăнма тытăннăранпах, пачах та юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ куçарман. Ку вăл 24,6 процент е урăхла каласан, кашни тăваттăмĕш хваттершĕн тÿлемеççĕ тениех пулать, — паллаштарать ĕç-хĕлпе капиталлă юсав ĕçĕсен республикăри фончĕн пресс-секретарĕ Ирина Устенко.
Комсомольскинче 2014—2017 çулсенче, кĕске вăхăтри планпа килĕшÿллĕн, нумай хваттерлĕ 7 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ăна пурнăçлама пурĕ 3163,37 пин тенкĕ тăкакланă. 2018 çулта Комсомольскинчи Завод урамĕнчи 41 «а» çуртăн çивиттине тата çутăпа тивĕçтерекен системăна улăштарма палăртнă. 2019—2020 çулсенче вара пурĕ 5 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем иртмелле.
— Çуртра юсав ĕçĕсем ирттерес тетĕр пулсан уншăн пуçтаракан укçа-тенке вăхăтра куçармалла. Анчах та Каçалсем капиталлă юсав çине темшĕн çиелтен пăхма хăнăхнă. 2014 çулхи декабрьтен пуçласа кăçалхи июнь уйăхĕччен çак кăтарту 62 процентпа танлашать. Республикăри кăтарту — 82,4 процент. Кăçалхи çур çулта капиталлă юсав ĕçĕшĕн республика шайĕнче 100,25 процент тÿленĕ пулсан, Комсомольскинче — 67 процент анчах. 2018 çулхи июнь уйăхĕнчи кăтарту — 34 процент /республикăра — 99 процент/. 2018 çулта пурĕ 900349,18 тенкĕ куçарнă пулсан, тÿлемелли вара 1353889,77 тенкĕпе танлашать. Вĕсенчен кăçалхи июнь уйăхĕнче 227172,43 тенкĕ пуçтармалла пулнă пулсан, хальлĕхе 77534,81 тенкĕ çеç тÿленĕ. Капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерес тесен укçа-тенке вăхăтра хывмалла. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен, анчах та юсав ĕçĕсем ирттерме укçа тÿлемен хваттерсен хуçисем тĕлĕшпе малашне уголовлă ĕç пуçарса суда ярса паратпăр, — терĕ Ирина Геннадьевна калаçăва пĕтĕмлетсе.

А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *