Пятница, 4 октября

Усă курма пулать

Усă курма пулать

Сахал тупăшлă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме субсиди парасси малалла пырать. 2018 çулта çакна валли республикăра 294276,40 пин тенкĕ уйăрнă.
Çулталăк пуçланнăранпа асăннă субсидипе 16309 çемьене тивĕçтернĕ, вĕсенче 47996 çын пурăнать /ку республикăри халăхăн пĕтĕмĕшле шучĕн 3,9 проценчĕ/. Çакна тума 136192,6 пин тенкĕ кайнă.
Кăçалхи июнь уйăхĕнче социаллă пулăшу паракан центр пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн субсиди 7721 çемьене панă. Çак уйăхра тÿленĕ субсидисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 11840 пин тенкĕпе танлашать.
Енчен те эсир пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлекен укçа çемьери пĕтĕмĕшле тупăшăн 22 процентĕнчен ытларах пулсан, сирĕн те çак субсидие илсе тăма май пур.
Субсидин пысăкăшне шутласа кăларнă чухне çемьен пĕтĕмĕшле тупăшне тата çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен хакĕсен регионти стандарчĕсене шута илеççĕ.
Субсидие 6 уйăх илсе тăма пулать. Ку социаллă пулăшупа усă курас текенсен çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшусен тÿлевĕсемпе парăмсем пулмалла мар е вĕсен парăмсене татасси çинчен килĕшÿ çырмалла.
Унпа усă курас тетĕр пулсан, социаллă хÿтлĕх пайне е нумай функциллĕ центра пымалла. Çавăн пекех патшалăхпа муниципалитет пулăшăвĕсен пĕр-лĕхлĕ порталĕ урлă та çакна тума пулать.
Заявленипе пĕрле çак документсем кирлĕ пулаççĕ:
— заявитель пурăнмалли çурт-йĕрпе усă курма пултарнине çирĕплетекен документсен копийĕсем;
— заявлени парас умĕнхи уйăхри пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли çинчен калакан хутсем е вĕсен копийĕсем;
— заявитель е унăн çемйинчи урăх çын çăмăллăхсемпе усă курма пултарнине çирĕплетекен документсен копийĕсем;
— çын кам пулнине ĕнентерекен документсен копийĕсем;
— çемьен юлашки 6 уйăхри пĕтĕмĕшле тупăшне çирĕплетекен документсем;
— банкри счетăн номерĕ.
И.НИКИТИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *