Пятница, 19 апреля

1,7 пин мăшăр пĕрлешнĕ

1,7 пин мăшăр пĕрлешнĕ

Çемье — юратупа ăнлану çинче никĕсленсе тăракан питĕ пĕлтерĕшлĕ хăйне евĕр тĕнче. Статистиксем пирĕн республикăри çемьесене тишкерсе çакна палăртнă.
ЗАГС органĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта пурĕ республикăра 7,2 пине яхăн мăшăр пĕрлешнĕ. Яланхи пекех чи нумай туй июнь—сентябрь уйăхĕсенче кĕрленĕ — 3,9 пин.
Хĕрсем ытларах 23-ре качча тухаççĕ, каччăсем вара 25-ре мăшăрлану керменне çул тытаççĕ. Пĕрлешекенсен 40 проценчĕ хăйсемпе пĕр çулхи мăшăра суйланă.
Шел пулин те, кашни çемьех çирĕплĕхпе уйрăлса тăмасть. 2017 çулта 3,9 пин мăшăр уйрăлнă, вĕсенчен 2,9 пине яхăн — хулара пурăнакансем.
Пĕлтĕр республикăра 14 пине яхăн ача çуралнă, çав шутра 7,1 пин арçын ача, 6,8 пин хĕрача. Çуралакансенчен 5,1 пин ача — çемьери пĕрремĕш ачасем, 5,9 пин ача — иккĕмĕш, 3 пин ача — виççĕмĕш тата ытларах. 148 хĕрарăм йĕкĕреш, 4 хĕрарăм виçĕреш амăшĕ пулса тăнă. Пĕлтĕр ача çуратакансем вăтамран 28,8 çулта пулнă.
Кăçалхи 5 уйăхра 5,3 пине яхăн ача çуралнă, 1,7 пин çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 1,5 пин çемье арканнă.
Чăвашстат пурне те уяв ячĕпе саламлать, ырлăх-сывлăх сунать.
ЧĂВАШСТАТ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *