Пятница, 19 апреля

Кайăксен юррийĕпе киленсен те сыхлăх пирки манар мар

Кайăксен юррийĕпе киленсен те сыхлăх пирки манар мар

Йĕри тавралла кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл сасси тахçанах кĕтнĕ çулла çитнине пĕлтерсе чуна хăпартлантарать. Ветеринари специалисчĕсемшĕн вара кайăксем вĕçсе килни — сисчĕвленмелли тепĕр сăлтав тесен те юрать. Ютран чир-чĕр илсе килмессе никам та çирĕплетеймест-çке. Сăмахран, кайăк грипне.
Шăпах тискер кайăксен миграцийĕ чир-чĕр тухассине витĕм кÿрет те. Юлашки икĕ çулта ку вирус Астрахань тата Ростов, Мускав, Чулхула, Самар облаçĕсенче, Краснодар крайĕнче, Тутарстан, Мари Эл, Калмăк, Удмурт тата Чечен республикисенче палăрнă. Çак мур Астрахань тата Ростов, Мускав облаçĕсен, Тутарстан Республикин промышленноç предприятийĕсене уйрăмах пысăк шар кăтартнă.
Специалистсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисене вирус пырса кĕнин тĕп сăлтавĕсем: чи малтанах, ветеринари-санитари режимне пăхăнманни, апата ятарласа сиенсĕрлетменни, кайăк-кĕшĕк предприятийĕсенче апат паракан вырăнсене тискер кайăксем кĕме пултарни тата вĕсем хăйсен каяшĕсемпе апата варалани, усă куракан транспорта дезинфекци туманни, санпропускниксем çукки, ĕçлекенсен хăйсене биохÿтлĕхпе тивĕçтересси пирки пĕлÿ шайĕ пĕчĕк пулни тата ытти те.
Сыхлăх мерисем йышăнсан, ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнсан кăна вирусран çăлăнма пултарни паллă.
Ас тăватăр ĕнтĕ, кÿршĕллĕ Тутарстан Республикинче кайăк грипĕн вучахĕ тухсанах Чăваш Енре çийĕнчех сыхлăх ĕçĕсене вăйлатрĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ регионти кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсене тĕрĕслерĕ.
Тĕрĕслевсем, чăнах та, сисчĕвленме сăлтав пуррине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Паян вĕсене аса илсе хăварни ытлашши пулас çук. Нумай çĕрте ветеринарипе санитари нормисене пăхăнманни çиеле тухнă. Хуçалăхсене кĕричченех асăрхаттару валли сăлтав тупăннă. Сăмахăм — дезбарьерсем пирки.
Тĕрĕссипе, çак йĕркене сысна тата мăйракаллă шултра выльăх ĕçчетекен хуçалăхсем пăхăнманни те час-часах тĕл пулать.
Хуçалăхсенче кайăк-кĕшĕк вилсен тĕпчеме ятарлă пÿлĕм уйăрманни те — çине-çинех.
Кунсăр пуçне кайăк-кĕшĕке ĕçтерекен тата производствăра усă куракан шыв пахалăхне тĕпчеттермен тĕслĕх сахал мар пулнă.
Ветеринарире усă куракан эмелсем пирки уйрăммăн каласа хăвармалла. Упрамалли йĕркене пăхăнманни — пĕрре, пÿлĕмĕсем хăйсем те — шанчăксăр. Сывлăш мĕнле пулнине тĕпчемелли приборсем çук. Пĕр хуçалăхра вара эмелсемпе дезинфекци тумалли япаласене пĕрле упранă.
Кайăк виллисене тата каяшсене, апата тата çимелли çăмартана, чĕпĕсене пĕр çулпах турттарнă. Правилăсем тăрăх вара каяшсене пĕр çулпа илсе тухмалла, çимелли продукци, чĕпсем турттарма урăххи кирлĕ.
Ветеринари докуменчĕсемсĕр суту-илÿ туни пирки те каласа хăвармасăр иртеймĕн.
Чăваш Енре кайăк грипĕ ку таранччен пулман. Анчах иртнĕ çулсенче ытти чирсене тупса палăртнă, сăмахран, кайăксен микоплазмозне тата Ньюкасл чирне. Асăрханулăх пирки манар мар — Ньюкасл чирĕ çынна лекме пултарнипе те хăрушă шутланать.
Кайăксен чирĕсене вăхăтра тупса палăртса вĕсене сарăлма парас мар, çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнас тесе управлени специалисчĕсем кăçал та кайăк-кĕшĕк продукцийĕнчен пробăсем илеççĕ. Сăмахран, кайăк грипне тупса палăртас тĕллевпе 213 проба илме палăртнă, Ньюкасл чирĕ тĕлĕшпе — 200 проба. Хамăр та сыхлăхлă пулар.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *