Пятница, 19 апреля

Аслă вăрçăн пĕр кунĕ

Аслă вăрçăн пĕр кунĕ

Ака вăхăчĕ. Мана, ун чухне вунтăватă çула кайнă ачана, лашасемпе çĕр сÿрелеме хушнăччĕ. Виçĕ лаша. Вĕсене плугпа сухалакансем ывăнтарнă та çăмăлтарах ĕçе — сÿрелеме куçарнă. Аран-аран уткалаççĕ, хистеме те шалккă. Сылтăмалла пăрăнмалла, тилхепи малти лашан мăйĕ çинчен çаврăнса килет. Туртатăп тилхепине, ман лаша пăрăнасшăн мар. Хытăрах туртрăм-и, лаша йăванса кайрĕ, урисем çине тăраймасть. Инçех мар хĕрарăмсем кĕреçесемпе çĕр хусăклама тухнă. Вĕсем çакна курсан, лашана тăратса пачĕç. Майĕпен ана тăрăх хускалтăмăр. Хам та аран-аран пыратăп. Çăпатасем çумне нÿрлĕ тăпра çыпăçса тулать, çичĕ-сакăр сантиметр хулăнăш. Хĕвел ансан киле таврăнтăмăр. Анне мана «крахмал» пашалăвĕпе курăк чейĕ ĕçтерет. Сăмах май, «крахмал» тени çĕрĕк улма пулман. Ана çинче хĕл каçнă шăннă çĕрулми. Ăна пуçтарса, çуса тасатнă, тукмакпа тÿсе, вут çинче пĕçернĕ. Хальхи вăхăтра, пĕлменнисем: «çĕрĕк улма çинĕ-и?» — тесе каланине илтме пулать.
Тепĕр кунне кăвак çутла тăрса, лаша витисем патне, «Серкки» /лаша ячĕ/ патне васканă. Сухаланă ана çине ватă çынсем тырă сапса тухнă. Вара вăрлăха сÿресемпе варăнтарса пынă. Шăтса тухса калча сеялкăпа акнă евĕрлех курăнатчĕ.
Н.СКВОРЦОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *