Сывă пурăнăр, хăвăра упрăр

Сывă пурăнăр, хăвăра упрăр

Çанталăк пире ăшă кунсемпе савăнтарма пуçларĕ. Çакăн пек ăшă та шăрăх тапхăрта хĕвел çинче хĕртĕнес, шыва кĕме каяс шухăш çуралать. Çу кунĕсем ырă пулăмпа анчах асра юлччăр, сывлăха сиен ан кÿччĕр тесен мĕн асра тытмалла-ха? Паян эпир шăпах çак ыйту тавра калаçма хаçат тĕпелне Республикăри медицина профилактикин сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Лариса Валерьевна Агеевăна чĕнтĕмĕр.
— Шăрăх çанталăк пирĕн организма мĕнле витĕм кÿрет-ха?
— Хĕвел хĕртсе пăхни пĕр енчен, паллах, усăллă. Хĕвел пайăркисем иммунитета ÿстерме, эндокрин системине лайăх ĕçлеме, гормонсене туса кăларассине ÿстерме пулăшаççĕ. Виçеллĕ хĕртĕнсен, организм D витамин туса кăларасси те лайăхланать. Çак витамин юн çаврăнăшне лайăхлатать, мышцăсемпе шăмăсене çирĕплетет, сурансене хăвăртрах ÿт илме пулăшать.
Анчах та хĕвел организма сиен те кÿме пултарать. Шăрăх çанталăкра çын вăйлă тарлать, организм шывсăрланать, ÿт типет, вăхăтсăр ватăлма пуçлать. Тата тарпа пĕрле организм тĕрлĕ минералсем çухатать, çакă вара чĕре тата пуç мими ĕçне йывăрлатать, чĕре пусăмĕ ÿсме, аритми пуçланма пултарать.
Шăрăх, çилсĕр кун урамра чылай çÿресен хĕвел тивме /солнечный удар/ пултарать. Кун пек чухне çын вăйсăрланать, куçĕсем умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ пăнчăсем сиккелеççĕ, таврари япаласем симĕс е хĕрлĕ тĕслĕ курăнаççĕ. Пуç ыратать, çаврăнать, хăлхасенче шав илтĕнет, ăш пăтранать, хăстарать, алăсемпе урасем чĕтреççĕ. Пит хĕрелет, ÿт температури 38—40 градуса çити хăпарать. Пульс хăвăртланать, тар тапса тухать. Çын тăн çухатма, сывлама пăрахма пултарать.
Хĕвелсĕр, анчах шăрăх çанталăкра та çын аптăрама пултарать. Ку вăл — ăшă тивни /тепловой удар/. Унăн паллисем хĕвел тивсен пулаканнисемпе пĕрешкел.
Шăрăхра ытларах тулли çынсем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, пĕчĕк ачасем, ватăсем, шăрăх çанталăка хăнăхман çынсем, чĕре тата эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе тертленекенсем аптăраççĕ.
— Хĕвел ан аптăраттăр тесен мĕн тума сĕнетĕр?
— Енчен те чÿрече кăнтăр еннелле тухать пулсан, пÿлĕм ытлашши ăшăнса каясран çутă карăсем карни пулăшĕ, вĕсене шывпа йĕпетсе тăрсан тата аванрах пулĕ. Чÿречесене тул енчен фольга çыпăçтарса хуни вара тÿрĕ лекекен хĕвел пайăркисенчен сыхлать.
Çăмăл тата çутă тум-тир тăхăнма тăрăшăр, çара пуçăн ан çÿрĕр, шлепке, карттус тăхăнăр.
Кондиционерпа усă куратăр пулсан, ун çывăхне ан ларăр — шăнса пăсăлма пулать. Пите, мăя, алăсене вăхăтран-вăхăт йĕпе ал шăллипе сăтăрăр, сивĕ шывпа ăшшине черетлесе душ кĕрĕр.
Хĕвел çинче ытлашши нумай çÿресен ÿт пиçсе кайма пултарать. Çавăнпа хĕвел çинче тÿрех нумай вăхăт пулмалла мар, организма майĕпен хăнăхтарса пымалла. Хĕртĕнес текенсен ирхине 10—11-ччен е каçхине 16 сехет хыççăн тухмалла.
Шăрăхра пĕшкĕнсе ĕçлеме ан тăрăшăр. Кун пек чухне пуç çаврăнма, юн пусăмĕ хăпарса кайма, çын тăн çухатма пултарать. Çавăнпа та пахчана е ирех, е каçхине тухма тăрăшăр.
Апат çине те тимлĕх уйăрмалла. Шăрăхра çуллă, ăшаланă, тĕтĕмленĕ апатсем çимелле мар. Пулă, пахча çимĕç, улма-çырла çимелле. Апат хыççăнах е выçă хырăмла хĕвел çинче хĕртĕнме юрамасть.
— Шăрăхра, хĕвел хĕртсе пăхнă чух нихçанхинчен те ытларах ăш хыпать, пĕр вĕçĕм ĕçес килет. Çу кунĕсенче мĕн ĕçсен лайăхрах-ха?
— Çулла йÿçекрех, хĕрлĕ хурлăхан, шур çырлин морсĕсен усси ытларах. Вĕсем юна лайăх шĕветеççĕ, ăш хыпнине ирттереççĕ, организма кирлĕ микроэлементсемпе тивĕçтереççĕ.
Сĕт, турăх, уйран, пылак мар йогурт ĕçес килнине ирттерме, пыршăлăхри микрофлорăна йĕркене кĕртме май параççĕ. Кунне 3—5 стакан таран ĕçме юрать.
Минерал шывĕ вара ăш хыпнине ирттерме пулăшас енĕпе çÿлти вырăнта. Унри тăварсемпе биологи тĕлĕшĕнчен активлă япаласем организмшăн питĕ усăллă. Анчах ăна та газ хушманнине туянма тăрăшмалла.
— Ĕçес килнине чейпе те пусарма пулать пулĕ.
— Ĕлĕкренех мăнасатте-асаннесем терлĕ курăк пуххисенчен хатĕрленĕ шĕвексем ĕçнĕ. Çапла майпа организма витаминсемпе, минералсемпе пуянлатнă, чир-чĕрсенчен сипленнĕ. Паян вара эпир ытларах лавккара сутакан хатĕр чейпе сăйланма юрататпăр. Вĕсем те организма ырă витĕм кÿреççĕ. Тĕслĕхрен, хура чейри кофеин ĕçлес хăвата ÿстерет, кăмăл-туйăма çĕклентерет, стрессран сыхлать, юн пусăмĕ пĕчĕк пулнине хăпартать. Анчах виçерен ытлашши /кунне 3—4 чей куркинчен ытларах/ ĕçни апат ирĕлтерекен органсен ĕçне пăсать, чĕре шуйханса тапма тытăнать, ыйхă вĕçет, юн тымарĕсем сарăлса каяс хăрушлăх пур.
Симĕс чей вара юн тымарĕсене çирĕплетет, юн çаврăнăшне лайăхлатать, холестерин шайне пĕчĕклетет, организмри сиенлĕ япаласене кăларма, апат ирĕлтерес ĕçе йĕркене кĕртме, начарланма тата ыратнине ирттерме пулăшать. Анчах виçинчен ытларах ĕçсен пÿрепе пĕвере сиен кÿме пулать. Кулленхи норма — 4—5 чей курки. Сахăрсăр, лимон хушса ĕçсен аванрах.
Тĕлĕнмелле пек туйăнать пулин те — шăрăхра вĕри чей усăллăрах. Сивви ăш хыпнине тÿрех ирттереймест, мĕншĕн тесен организм ăна ăшăтма вăйне те, вăхăтне ?20 минута яхăн/ пĕтерет. Çав тапхăрта этем ĕçес килнипе нушаланать. Вĕрине организм тÿрех йышăнать, вăл ытларах тарлаттарать, çапла майпа организм хĕрсе каясран сыхланать. Вăтам Азире шăрăхран çапла майпа сыхланаççĕ.
— Çу кунĕсенче мĕнле шĕвексене ĕçесрен тытăнса тăмалла-ха?
— Шăрăхра кофе хатĕрлемесен те юрать. Е ирхине пĕр курка ĕçнипех çырлахăр. Унсăрăн чĕрене йывăр килĕ.
Улма-çырла сĕткенĕсенче пире кирлĕ витамин, минерал нумай. Анчах улма-çырла сĕтке-нĕсене те сахăр хушаççĕ. Нумай ĕçсен углеводсен ылмашăвĕ пăсăлма пултарать, кунне пĕр стаканран ытла ĕçмелле мар.
Шăрăхра килти квас усси пысăк. Анчах пластик савăтра сутакан, çур çул каялла кăларнă лавкка квасне туянма тăхтăр. Вăл ахаль лимонадран тутипе çеç улшăнса тăрать. Унăн уссинчен сиенĕ пысăкрах пулма пултарать.
— Лавккасенче сутакан газ хушнă напитоксене холодильникрен кăларса ĕçсен те тепĕр чухне ăш канмасть. Мĕншĕн-ха?
— Шăрăхра газ хушнă пылак шыва пачах ĕçмелле маррине кашниех илтнĕ. Вĕсем, кислотапа сахăр хушса хатĕрленĕ-скерсем, организмри тутă туякан рецепторсене вăратаççĕ. Çавăнпа газ хушнă шывсене ĕçнĕçемĕн ĕçес килсе тăрать. Вĕсенче сахăр та нумай, 100 грамм напитокра 40—50 ккал. Çакă пĕр стакан чейе 5 кашăк сахăр янă пекех. Эпир вара газ хушнă шывсене шăрăхра çĕршер грамăн мар, литрĕ-литрĕпе ĕçетпĕр. Çитменнине вĕсенчи ортофосфор кислоти шăлсене пĕтерет, организмри кальцие хăваласа кăларать. Пылак шывсенчи тĕс, тутă кĕртекен хими хутăшĕсемпе стабилизаторсен сиенĕ пирки паян сăмах хускатмăпăр та, ун çинчен те кашниех илтнĕ-тĕр.
— Сăра пирки мĕн калама пултаратăр?
— Халăхра çак шĕвек анлă сарăлнă пулин те тухтăрсем çуллахи шăрăхра ăна ĕçме сĕнмеççĕ. Сăра — спирт хушнă шĕвек, пĕчĕк виçепе ĕçсен те организма сиен кÿме пултарать, ĕçлес пултарулăх чакать, юн тымарĕсене, чĕрене япăх витĕм кÿрет.
— Эппин, ĕçес килнине тăрă шывпа пусарсан усăллăрах пулĕ.
— Этем организмĕ 80 процент таран шывран тăрать. Унсăрăн эпир пурăнаймастпăр. Организм 2 процент таран шывсăрлансан çын питĕ вăйлă шыв ĕçес килнине туйма пуçлать. 4 процент шывсăрлансан вара вăйсăрлăх, ывăнни, апат анманни, тимлĕх чакни палăрать. Организмри япаласен ылмашăвне тытса пыма, апат ирĕлтерекен органсене йĕркеллĕ ĕçлеттерме, клеткăсен шыв виçине упрама кунне 2 литртан кая мар ĕçмелле.
Федерацин тĕллевлĕ «Таса шыв» программине пурнăçа кĕртнĕ май тĕп хулара «Сывлăх çăлкуçĕ» павильонсем ĕçлеççĕ, вĕсенче таса çăл шывĕ туянма пулать.
— Тата çуллахи кун ерекен пыршăлăх чирĕсемпе аптăрас хăрушлăх та пысăк, çапла вĕт. Вĕсенчен епле упранмалла-ха?
— Çапла, çу мĕнле шăрăхрах, ерекен пыршăлăх чирĕсемпе аптăрас хăрушлăх та çавăн чухлĕ ÿссе пырать. Çак тапхăрта уйрăмах санитари йĕркисене пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пахалăхĕ иккĕлентерекен апата çимелле мар. Хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕçе 6 градусран ăшăрах температурăра упрамалла мар, управ вăхăтне çирĕп пăхăнмалла. Апат-çимĕçе туяннă чухне управ вăхăчĕ хăçанччен пулнине тимлĕ вуламалла. Урамра, хĕвел çинче упранакан тата сутакан, хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕçе туянмалла мар. Холодильникре чĕрĕ тата пиçнĕ апата уйрăм çÿлĕксем çинче тытмалла. Тин хатĕрленĕ салатсене, винегрета çеç çимелле. Çисе яман апата пÿлĕм температуринче упрамалла мар. Алăсене яланах супăньпе çумалла, уйрăмах апат çиме лариччен. Пахча-çимĕçе, улма-çырлана, ешĕл ÿсентăрана юхакан шыв айĕнче тĕплĕ çумалла. Пĕтĕм апат-çимĕçе шăнасенчен хупламалла. Уçă шыври, çăлти чĕрĕ шыва ĕçмелле мар. Ачасене те çакăн пирки асăрхаттарсах тăмалла.
Енчен вăл е ку апата çинĕ хыççăн вар-хырăм ыратать, хăстарать, варвитти е пысăк температура канăçсăрлантарать пулсан, çийĕнчех тухтăр патне каймалла, хăвăр тĕллĕн сипленсе хаклă вăхăта ирттермелле мар.
Сывă пурăнăр, хăвара упрăр, çуллахи кунсем савăнăç анчах илсе килччĕр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *