Суббота, 20 апреля

Символ хатĕрленĕ

Символ хатĕрленĕ

Республика кунĕнче Сĕнтĕрвăрринче Пĕтĕм Раççейри декораципе хушма искусство енĕпе ирттернĕ XVI-мĕш «Руç ăстисем» конкурсра «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен союзĕ» «Пĕчĕк Тăван çĕршывăн символĕсем» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ.
Конкурса хутшăнакансем Чăваш Республикин хулисемпе районĕсенче пурăнакан ăстасен чи лайăх ĕçĕсене тăратнă. «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен союзĕн» Комсомольскинчи уйрăмĕ, В.Н. Курицына ертсе пынипе, пирĕн район символĕ тесе «Комсомольски районĕн Геройĕсен Ылтăн çăлтăрне» тăратнă.
Çак Çăлтăра Тукай Мишер ялĕнчи авторсен çемье коллективĕ туса хатĕрленĕ. Çав шутра ИЗО учителĕ Рушания Зинатуллина, ОБЖ учителĕ Гульнара Зарипова, 9-мĕш класс вĕренекенĕ Алия Зарипова, 3 «б» класс вĕренекенĕ Амиль Зарипов.
— Эпир пирĕн пĕчĕк Тăван çĕршывăн патриотла символне сĕнетпĕр. «Ылтăн Çăлтăр» медаль çинче пирĕн районтан тухнă Совет Союзĕн 5 Геройĕн сăнÿкерчĕкĕ. Вĕсем: Асанкасси ялĕнчен тухнă Федор Николаевич Чернов, Нĕркеç ялĕнчен тухнă Георгий Николаевич Чернов, Луцки салинчен Константин Михайлович Антонов, Тукай Мишер ялĕнчен Геннадий Габайдуллович Габайдуллин, Александровка ялĕнчен Иван Андреевич Кабалин. Çак проектпа эпир хамăрăн геройсемпе, хамăрăн районпа, Тăван çĕршывпа мăнаçланнине кăтартса парас терĕмĕр, — теççĕ конкурс ĕçĕн авторĕсем.
Г.ЗАРИПОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *