Смотр-конкурс иртет

Смотр-конкурс иртет

Чи илемлĕ тата хăтлă вырăна палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин Строительство министерстви смотр-конкурс йĕркелет.
Ял-хуласене, урамсемпе картишсене тасарах, хăтлăрах, илемлĕрех тăвасси, симĕслентересси — смотр-конкурсăн тĕп тĕллевĕ. Ку ĕçе халăха анлăрах явăçтарни пĕлтерĕшлĕ. Çакă пĕрлехи пурлăха, çитменнине — харпăр хăй аллипе тунине, упрама та вĕрентет.
Конкурс август уйăхĕччен пырать. Çĕнтерÿçĕсене пилĕк номинацире палăртаççĕ, социаллă сфера учрежденийĕсен территорийĕсене симĕслентересси тата хăтлăлатасси, чечек клумбисене тата кану кĕтесĕсене йĕркелесси, уйрăм секторти урамсене хăтлăлатасси, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тирпейлесси, уйрăм çуртсен пахчисене симĕслентересси тата хăтлăлатасси.
Хавхалантару фончĕн сумми 407,8 пин тенкĕпе танлашать. Конкурс материалĕсене августăн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17 çурт, 725 пÿлĕм, тел.: 8/8352/64-22-16.
Комсомольски районĕнче илеме юратакан, тавралăха хăтлăх кĕртме тăрăшакан çынсем сахал мар. Эппин, вĕсен ку конкурса хутшăнмаллах — çĕнтерÿшĕн тупăшмаллах.
Н.МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *