Четверг, 18 апреля

Пурлăхăн хуçи пулмалла

Пурлăхăн хуçи пулмалла

Районта капиталлă строительствăн хуçасăр, усă курман, çавăн пекех авариллĕ объекчĕсене тупса палăртакан «Халăх инвентаризацийĕ» акци малалла пырать.
Акци Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлас йĕркепе иртет. Вăл — пушă, пăрахнă объектсене, çуртсене, хуралтăсене, сооруженисене, сад-пахча çурчĕсене, ыттисене тупса палăртас тĕллевлĕ. Культура еткерлĕхĕн палăкĕсем уйрăм тимлĕхре. Çавăн пекех — харпăрлăхçăсене объектсене кирлĕ пек тытса тăрасси пирки асăрхаттарасси те.
Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта «Халăх инвентаризацийĕ» акципе килĕшÿллĕн 26 объекта шута илнĕ, вĕсенчен 92 процентне хуçалăх тата налук çаврăнăшне кĕртнĕ. Акци вăхăтĕнче палăртнă икĕ объекта хуçасăррисен шучĕпе Росреестр учетне илнĕ. 14 объект тĕлĕшпе еткерçĕсем харпăрлăх правине регистрациленĕ, 8 объект тĕлĕшпе хуçисем правăна çирĕплетнĕ.
Халĕ тупса палăртнă мĕнпур объекта хуçалăх тата налук çаврăнăшне кĕртмелле, кивелнĕ объектсене йĕркене кĕртмелле е пăсмалла. Малашлăхра акци уйрăм сектора тимлĕхе илĕ.
Чăваш Республикин Юстици министерстви пушă, хуçасăр, çĕрĕшнĕ куçман пурлăх объекчĕсем пирки пĕлсен, район администрацине пĕлтерме, вĕсенче мĕнле те пулин площадка е социаллă объектсем вырнаçтарма сĕнÿсем пама ыйтать. Информацие министерствăна та пĕлтерме юрать: 428018, Шупашкар хули, К.Иванов урамĕ, 8 çурт, тел.: 8/8352/64-21-44, e-mail: mio@cap.ru, mio4@cap.ru.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *