Каникул вăхăтĕнче ирĕклĕ çÿрекен ачасене тĕрлĕрен хăрушлăх кĕтме пултарать. Çутçанталăк ытамĕнче те, çулçÿревсенче те, кил-тĕрĕшре те.
Аслисем енчен тивĕçлĕ асăрхав çук пулсан пушшех те. Каникул усăллă, пăтăрмахсемсĕр ирттĕр тесен ашшĕ-амăшĕсен енчен ачасене хăрушсăрлăх правилисене аса илтерсех тăни кирлĕ:
— ачасемпе ятламасăр, сасă хăпартмасăр калаçăр, яланах асăрхануллă пулнин пĕлтерĕшне ăнлантарăр;
— ăçта, кампа сирĕн ача — нихăçан та тимлĕхсĕр ан хăварăр;
— ан манăр, каçхине 22 сехетрен ирхине 6 сехетчен вĕсен хăйсем тĕллĕн урамра çÿреме юрамасть;
— палламан çынсемпе калаçма, вĕсем хăть мĕн сĕнсен те пĕрле кайма, машинăна ларма юраманнине ăнлантарăр;
— вĕсем пĕвесемпе кÿлĕсем, юханшывсем хĕрне аслисемсĕр ан çÿреччĕр;
— çул çинче инкеке лекес мар тесен çул-йĕр правилисене те лайăх пĕлмелле тата пăхăнмалла;
— походра-и, спорт площадкинче-и, çулçÿревре-и — сыхлăх пĕрремĕш вырăнта пулмалла.
Вут-çулăмпа алхасма юраманнине уйрăммăн асăрхаттаратпăр. Мĕншĕн тесен çулсеренех ачасем ашкăннипе пушар чылай тухать. Аслисен те тимлĕхе вăйлатни пăсмасть. Сÿнтермен кăвайтсем, кăмрăк-кĕл, сигарет тĕпĕсемпе шăрпăксем, дача участокĕсемпе вăрмансем çывăхĕнче çÿп-çап çунтарни те инкек сăлтавне куçни сайра мар. Аслисен хăйсен, тĕрĕссипе, кĕçĕннисене пушар хăрушсăрлăх правилисене куллен пăхăнса тĕслĕх кăтартмалла. Пирĕншĕн ачасен сывлăхĕсемпе пурнăçĕсене сыхласа хăварасси тĕп вырăнта пулмалла.
С.ПРОХОРОВ,
участковăй.