Медальпе таврăннă

Медальпе таврăннă

 

Июнĕн 17-мĕшĕнче «Энергия» стадионта ветерансем хушшинче çăмăл атлетикăпа Шупашкар хулин уçă ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта республикăн тĕрлĕ хулисемпе районĕсенчен тата Мари Республикинчен килнĕ 100 ытла çăмăл атлет хутшăннă, çав шутра 16 спорт мастерĕ, тĕнче шайĕнчи 5 спорт мастерĕ. Спортсменсем 100, 400, 1500, 5000 метра чупса, 3000 метрлă дистанцире утса ăмăртнă.
Пирĕн район чысне 6 спорт ветеранĕ хÿтĕленĕ. Вĕсем 100, 400 тата 5000 метрлă дистанцисенче хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Хĕрÿ тупăшура кашниех медаль çĕнсе илсе киле хавас кăмăлпа таврăннă. Пирĕн районтан кашни çулах çак ăмăртăва Галина Ивановна /100 м/ тата Анатолий Клементьевич /400 м/ Давыдовсем, Алексей Самаркин /400 м/ тата Вячеслав Скворцов /5000 м/ хутшăнаççĕ. Кăçал тата Галина Волковăпа /100 м/ Ремис Мансуров /100 м/ хутшăнма кăмăл тунă.
Г.ВОЛКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *