Вторник, 23 апреля

Пĕр-пĕрне курма хавас

Пĕр-пĕрне курма хавас
Германире совет çарĕн йышĕнче хĕсметре тăнисем нумаях пулмасть хăйсен уявне паллă турĕç. Кăçал ăна Аслă Отечественнăй  вăрçăра çĕнтернĕренпе 73 çул çитнине халалланă. 
Германи çĕрĕнче çарта тăнă ентешĕмĕрсем малтанах район центрĕнчи Мухтав монуменчĕ патне пухăнчĕç. 
Чи малтанах пухăннисене  Совет çарĕсен Германири ушкăнĕн республикăри ветеранĕсен ассоциацийĕн ертÿçин çумĕ Юрий Филиппов  уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Хăй вăхă-тĕнче  Германире службăра пулнă ентешсене Юрий Артюшкина медальпе, Ильдус Минетуллина, Николай Морозова, Алексей Волкова   Хисеп грамотисемпе чысларĕ.  Çавăн пекех ветерансене Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, районти ветерансен  канашĕн председателĕ Юрий Тимофеев саламларĕç.  
Совет çарĕсен Германири ушкăнĕн районти ветеранĕсен пĕрле пухăнсассăн калаçмалли, иртнине аса илмелли нумай. Вĕсем ĕç планĕсене те пĕрлехи тĕлпулусенче палăртаççĕ.  Уяв йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Сăмахран, пĕлтĕр вĕсем авточупу ирттернине те кашниех ас тăвать пулĕ.  Вĕсем йышри чи хисеплĕ ватăсене юбилейпе саламлама та манмаççĕ. Çакă вара чаплă парнерен те хаклăрах.
 
А.АНТОНОВА. 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *