Вторник, 31 января

Меллĕ электрон сервиссем ĕçлеççĕ

Меллĕ электрон сервиссем ĕçлеççĕ
Росреестрăн интернет-порталĕнче граждансем тата организацисем меллĕ электрон сервиссемпе усă курма пултараççĕ. Сервиссем вăхăта перекетлеме, информацие тупма май параççĕ. 
Асăннă порталта 30 электрон сервис. Вĕсем пулăшнипе панă заявка мĕнле пурнăçланса пынине пĕлме, куçман пурлăх объекчĕсем çинчен калакан информацие тупма, Патшалăх кадастр хаклавĕн кăтартăвĕсен фондĕнчен кирлĕ кăтартусене ыйтса илме, куçман пурлăх объекчĕ çинчен Уçă кадастр карттине кĕртнĕ информаципе паллашма пулать. 
Енчен те эсир Росреестрăн вăл е ку пулăшăвĕпе усă курма мĕнле документсем кирлине пĕлместĕр пулсан, «Пурнăçри лару-тăрусем» сервиспа усă курма пулать. Çакна тума ятарлă ыйтусем çине хурав памалла та кирлĕ документсен списокĕ тухса та ларĕ.  
Ку страницăран «Электрон пулăшусем» пая куçма пулать. Ун урлă малалли утăмсене тума, кирлĕ документсене пама пулать. Сервиспа уйрăм çынсем те, юридици сăпачĕсем те, специалистсем те усă курма пултараççĕ. 
«Пурнăçри лару-тăрусем» тÿлевсĕр сервис https://rosreestr.ru/site/ сайтра «Электрон пулăшусем тата сервиссем» пайра вырнаçнă. 
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-служби.
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *