Водитель правине улăштарас тесен

Водитель правине улăштарас тесен
Районти нумай функциллĕ центр урлă водитель правине улăштаракансем йышлансах пыраççĕ. Çакă асăннă центр урлă улăштарасси меллĕ пулнипе çыхăннă. Документ улăштарас текенсем ĕç хыççăн та, шăматкун та килме пултараççĕ. Аса илтеретпĕр, ку пулăшупа усă курас тесен çак документсене илсе килмелле:
1/ паспорт /регистраци çинчен калакан паллăпа/ е Раççей гражданинĕн вăхăтлăх удостоверенийĕ;
2/ сывлăх енчен чару çуккине çирĕплетекен медицина пĕтĕмлетĕвĕ /водитель удостоверенине срокĕ тухнăран улăштарнă чухне/;
3/ водитель удостоверенийĕ /ăна çухатнă е вăрланă пулсан — ГИБДД уйрăмĕнчен справка кирлĕ/;
4/ пĕрлешни çинчен калакан свидетельство /енчен те хушамата улăштарнă пулсан/.
Енчен те водитель удостоверенине тахçанах илнĕ, вăл кивелнĕ ĕлкеллĕ пулсан, водитель стажне çирĕплетме автошкул вĕренсе пĕтерни çинчен калакан документа е водитель карточкине илсе килмелле. 
Нумай функциллĕ центрта ĕçлекенсем хăйсемех сăн ÿкерсе илеççĕ. Патшалăх пошлини 2000 тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех районти нумай функциллĕ центрта электрон мелпе заявлени пама пулать. Кун пек тусан хак 30 процент чакать. Çапла тума порталта регистрациленмелле, заявлени памалла та тÿленине электрон майпа ĕнентермелле. 
Аса илтеретпĕр, районти  нумай функциллĕ центр çак адреспа вырнаçнă: Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, 1-мĕш хут. Телефон: 5-20-68.
O.ГРИГОРЬЕВА, 
НФЦ директорĕ.
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *