Суббота, 20 апреля

Документсене – почта урлă

Документсене – почта урлă
Часах Раççейри вузсем абитуриентсен докуменчĕсене йышăнма пуçлĕç. 2009 çултан пуçласа вĕренÿ заведенийĕсене документсене почта урлă ярса пама пулать. Ку  мелпе усă курни, паллах, ĕнерхи шкул ачисемшĕн питĕ ансат тата вăхăта перекетлеме май парать.
Йышăну тапхăрĕ вăхăтĕнче Раççей почти вĕренÿ заведенийĕсен адресĕсемпе янă çырусене чи малтан вырăна çитерме тăрăшать. Анчах та çыру тĕрĕс адреспа тата вăхăтра çиттĕр тесен, ăна яраканăн та ансат правилăсене пăхăнма тăрăшмалла.
Суйланă вузри йышăну тапхăрĕ хăçанччен пынипе паллашса çырăва маларах ярса парсан аван. Ку ĕçе юлашки кунччен тăсса пыни вырăнсăр.
Вĕренÿ заведенийĕн адресне тепĕр хут тĕрĕслĕр, почта индексне палăртăр. Çырăва яраканăн адресне сулахайри çÿлти кĕтесре, çырăва илекенĕн адресне конвертăн сылтăмри аялти кĕтессинче çырмаллине ан манăр. Хăвăрăн адреса туллин çырни вĕренÿ заведенийĕн адресĕ йăнăш кайнă пулсан документсене каялла сире тавăрса пама пулăшĕ.
Документсене заказлă çырупа е бандерольпа ярсан аван. Кун пек вĕсене ятарлă трек-номер тăрăх pochta.ru сайтра е Раççей почтин мобильлĕ хушăмĕ урлă ăçта çитнине йĕрлеме пулать. Çыру кирлĕ çĕре çитни çинчен калакан уведомлени документсем кирлĕ вĕренÿ заведенине çитнине тепĕр хут çирĕплетĕ. 
Çырăва янă чухне почта уйрăмĕнче паракан квитанцие тÿрех ан пăрахăр, шăпах унта  çырăвăн ятарлă трек-номерĕ пур.
Почта урлă документсене мĕнле ярса памалли çинчен ыйтусем пур пулсан, абитуриентсем 8-800-2005-888 телефонпа шăнкăравласа, Раççей почтин мобильлĕ хушăмĕпе, онлайн-консультантпа, социаллă сетьсемпе усă курса ыйтса пĕлме пултараççĕ.
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *