Пятница, 27 января

Интернет сиен ан кÿтĕр

Интернет сиен ан кÿтĕр

РФ Федераци Канашĕн вăхăтлăх комиссийĕ ачасем интернетпа усă курни хăрушлăх патне илсе ан çитертĕр тесе ятарлă методика сĕнĕвĕсем хатĕрленĕ.
Çак документа сайтсемпе сервиссен тĕрлĕ категорийĕсем валли /«Интернетпа усă куракансем пĕр-пĕринпе информаципе улшăнни», «Информаци сайчĕсем», «Интернет-сервиссем», «Шырав системисем» тата «Ачасем усă курма юраман информациллĕ ресурссем»/ сĕнÿсем кĕртнĕ. Кашни категори валли ятарлă сĕнÿсем хатĕрленĕ. Унта çул çитменнисене кирлĕ мар информацирен хÿтĕлемелли мелсене те, сайтсем çине вырнаçтармалли ятарлă ссылкăсене те кĕртнĕ. Проектра тĕрлĕ сайтсен хуçисемпе администраторĕсем валли сĕнÿсем те пур. Вĕсенче ачасене хÿтĕлес тĕллевпе мĕн тумаллине ăнлантарса панă.
Хальхи вăхăтра Федераци Канашĕн сайтĕнче çак документа сÿтсе яваççĕ. Унта кашниех хăй ку проект çинчен мĕн шутланине çырма пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *