Фестиваль хăнана йыхравлать

Фестиваль хăнана йыхравлать

Июлĕн 19—22-мĕшĕсенче Киров облаçĕнчи Быстрица юханшывĕн хĕрринче Пĕтĕм Раççейри XXVI автор юррин «Гринланди» фестивалĕ иртет. Ку фестиваль нумай çул ĕнтĕ юрлама юратакансене пĕрлештерет. Унăн йĕркелÿçи — Патшалăх Думин депутачĕ Олег Валенчук.
Фестивале çулсерен пиншер çын хутшăнать. «ТурСтат» аналитика агентствин 2017 çулхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Гринланди» Раççейри культура фестивалĕсен рейтингĕнче чи малта тăрать. Пĕр сцена çинче тин юрлама пуçлакан авторсем те, Раççей çăлтăрĕсем те юрлĕç. Тĕрлĕ çулсенче фестивале С.Трофимов, О.Митяев, Ю.Ким, Г.Гладков, Г.Хомчик, К.Тарасов, Валерий тата Вадим Мищуксем, А.Софронов, Л.Сергеев хутшăннă. Икĕ хутчен çак сцена çинче СССР халăх артисчĕ Иосиф Кобзон юрланă.
Фестивале хутшăнас текенсен заявкăсене grinlandia-kirov@mail.ru. электрон почтăна ярса памалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *