Суббота, 20 апреля

Купăста çитĕнтереççĕ

Купăста — пирĕн тăрăха килĕштерекен пахча çимĕç. Ăна пăхасси те ытлашши чăрмавлă мар. Купăстара çынна кирлĕ витамин-минералсем чылай.

Чи пахи — вĕсем хĕл каçичченех лайăх упранаççĕ. Пахчаçăсем хальхи вăхăтра пуçлă купăстана кăна мар, броколли, чечеклĕ, кĕрен пуçлă купăста вăрлăхне акса калча çитĕнтереççĕ. Тĕслĕхрен, акă, районти «Турхан» ял хуçалăх производство кооперативнех илер.

Хуçалăхăн пурĕ 505 гектар акмалли-лартмалли лаптăк шутланать. Майăн 30-мĕшĕ тĕлне ĕçченсем 265 гектар çинче çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă. Ĕçченсем çĕр улмине — 5, хĕрлĕ кăшман валли 6 гектар уйăрнă.

«Турхан» ЯХПК çумĕнчи Михайловăн фермер хуçалă-хĕнче паянхи кун ĕç вĕрет. Кунта халĕ хĕрсех купăста анинче тăрăшаççĕ. Фермер çак культурăпа 5 çул ĕçлет.

— Иртнĕ çул купăста тухăçĕпе савăнтармарĕ. Апла пулин те купăста ỹстермелли лаптăка пĕчĕклетес темерĕмĕр, ăна иртнĕ çулхи пекех хăвартăмăр. Калчасем аван çитĕнчĕç, — вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Николай Михайлов фермер.

Ĕçченсем палăртнă тăрăх, пĕр гектар лаптăка 30 пин калча лартмалла. Хуçалăхăн 5 гектар валли купăста калчи çителĕклĕ. Уйрăмах «Валентина», «Агрессор» сортсене кăмăллаççĕ вĕсем. Сип-симĕс те парка туналлăскерсенче аван ỹсес шанăç пур.

— Кăçалхи çул купăста тухăçĕпе савăнтарасса шансах тăратпăр, — терĕç ĕçченсем сывпуллашнă май.

А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *