Çемьесем спортпа туслă

Çемьесем спортпа туслă

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун Комсомольски ял тăрăхĕнче пурăнакансем Çурçĕр поселокĕнчи спорт площадкине пухăнса «Атте, анне, эпĕ — спортпа туслă çемье» хаваслă старта хутшăнчĕç. Спорта кăмăллакан çемьесене чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков уяв ячĕпе саламласа стартра ăнăçу сунчĕ.

«Атте, анне, эпĕ — спортпа туслă çемье» хаваслă стартра сакăр çемье вăй-халне тĕрĕслерĕ. Чи харсăррисем вара çĕнтерчĕç. Кисаповсен çемйи стартра чи маттурри пулчĕ. Степановсем — иккĕмĕшсем, Алексеевсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Ăмăрту çемьесем чăннипех те спортпа туслине çирĕплетсе пачĕ. Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, Çурçĕр поселокĕнче туса лартнă спорт площадкинче ачасен сывлăхне çирĕплетме, выляса киленме услови пур.

Спортпа туслă çемьесене июнĕн 9-мĕшĕнче районти «Кĕтне» ФСК-ра иртекен ăмăртăва хутшăнма чĕнсе калатпăр. Унта шăпах çемьесен спорт фестивалĕ иртет. Çĕнтерỹçĕсен июнĕн 16-мĕшĕнче пирĕн районта йĕркелекен республика шайĕнчи ăмăртура хамăр чыса хỹтĕлеме тивĕ.

Е.Зайкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *