Майăн 30-мĕшĕнче республикăри Вăрмар, Тăвай, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав районĕсене, Кỹкеç поселокне, Шупашкарти Çĕнĕ хула микрорайона вăйлă çил тата çумăр аванах сиен кỹнĕ. Шкулсен, çуртсен çивиттисене çил-тăвăл илсе пăрахнă тĕслĕхсем нумай пулнă, йывăçсене тỹнтернĕ, ялсенче электричество пĕтнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев инкеке сирсе ярассипе кирлĕ пек мĕнпур службăсен вăхăтра мерăсем йышăнмаллине тỹрех асăрхаттарнă.
Паянхи куна çутçанталăк сиен кỹнĕ районсенче лару-тăрăва лайăхлатас ĕçсем пыраççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама тытăннă, çынсене пулăшупа тивĕçтереççĕ.