Четверг, 18 апреля

Тĕллев — вулаканпа çывăхланасси

Тĕллев — вулаканпа çывăхланасси

Паянхи библиотекаре сăнлакан пахалăхсем — çынпа хутшăнма пĕлни, тарăн пĕлỹ, кăмăллăх. Библиотекарь умĕнче тăракан тĕп тĕллев — кĕнеке çуртне килекенсене хăтлăх туса парасси, пĕрре килсе курнă вулаканăн малашне те кунта килес туйăмне аталантарасси.

Районти тĕп библиотекăра тата ялсенчи вулавăшсенче тăрăшакансем вулакансен кăмăлне туллин тата пахалăхлă тивĕçтернине пĕрре кăна мар тĕслĕхпе çирĕплетеççĕ. Акă, иртнĕ эрнере вулавăш ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейри библиотека кунне паллă турĕç. Вĕсем уява яваплăха туйса хатĕрленнĕ. Кĕнекесем вуламалли зала пырса кĕрсессĕн хама чăннипех те асамлăх тĕнчине лекнĕнех туйрăм. Кĕнекесен выставкисене вулакан кăмăлне каймалла, тавракурăма аталантармалла йĕркеленĕ. Аслисем çеç мар, ачасем те ĕçченсем хатĕрленĕ куравпа савăнсах паллашрĕç, кашни кĕнекене алла илсе пăхрĕç.

Паянхи библиотекарь чăннипех те вăхăтпа пĕр тан утма ăнтăлать. Çавна май кĕнекесене халăх хушшинче сарас, вулакансен йышне ỹстерес ĕçре çĕнĕлĕх мелĕсемпе анлăн усă курма тăрăшнине кашниех ăнланчĕ.

— Çынсен, уйрăмах çамрăксен, кĕнеке патне туртăнас туйăмне аталантарас тесе тĕрлĕрен мероприятисем, выставкăсем, тĕлпулусем йĕркелеме тăрăшатпăр. Куравсемпе çĕнĕ кĕнекесен хаклавĕсем, литературăллă каçсемпе портрет-каçсем, вулав конференцийĕсем, çавра сĕтелсем, информаци кунĕсем, йăла-йĕркене упракан вăйăсем — пĕтĕмпех вулакансем валли, — пĕлтерчĕ хăнасене выставкăпа паллаштарнă май библиотека директорĕ Инна Ядрова.

Библиотека кунĕнче коллектива уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, информаци, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн заведующийĕ Светлана Долгова, чылай çул тĕп библиотека директорĕнче ĕçленĕ Мария Мокеева саламларĕç. Александр Николаевич чи маттур ĕçченсене: Çĕнĕ Мăрат вулавăшĕн библиотекарьне Светлана Петровăна, Анат Тимĕрчкасси вулавăшĕн библиотекарьне Любовь Филипповăна, Ирина Албутовăна (Кĕçĕн Каçал), Нина Антоновăна (тĕп библиотека) Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Районти вулавăшсенче тăрăшакансем маттур та ĕçчен пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе параççĕ. Вĕсем вулакансене вун-вун мероприятие явăçтараççĕ. Шăпах çак кун библиотекарьсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç. «Отрядный запевала» номинацире — Валентина Боровкова, «Библиотечный ангел» номинацире — Мария Мокеева, «Леди радость» номинацире — Альбина Ефремова, «Бронзовая черепаха» номинацире — Елена Прокопьева, «Пчела Майя» номинацире — Елена Васильева, «Шарманка» номинацире — Редалия Сабитова, «Хрустальная тютелька» номинацире Оксана Лукиянова çĕнтерчĕç.

Кăçал аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш алфавитне хатĕрлекенĕ, чăваш халăх Улăпĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă конкурс çĕнтерỹçисене те библиотека кунĕнче палăртрĕç.

— Ĕçченсем маттур, тăрăшуллă, татах та пĕтĕм вăй-хăватпа ĕçлеме ăнăçу сунатăп, — терĕ Инна Петровна уява пĕтĕмлетсе.                                                                                                                                                                         А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *