Четверг, 25 апреля

Хаçат-журнал пур, пулĕ!

Хаçат-журнал пур, пулĕ!

Районти Хырхĕрри почта уйрăмĕнче икĕ почтальон вăй хурать. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем. Почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Любовь Ятманова палăртнă тăрăх — иккĕшĕ те маттур. «Хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ», — тет вăл.

«Почтальон ĕçĕ çăмăл мар. Ара, кунĕ-кунĕпе ăçта кăна çитмелле мар вĕсен. Почта сумкипе пĕрлех вак-тĕвек тавар та йăтмалла. Çырăнтару енĕпе те, тавар сутассипе те плансене яланах тултармалла. Анчах та хаçат-журнал хакĕ ỹсни вулакана та, пире те пăшăрхантарать. Хаçат-журнал çырăнаймастăп текенсем те пур, хăшĕсем хаклă пулин те юратнă кăларăмсăр пурăнаймастпăр теççĕ. Тĕрлĕрен калаçать ял халăхĕ. Çырăнаканнисем те аслăрах ỹсĕмри çынсем анчах. Çамрăксем хыпарсемпе Интернетра паллашаççĕ», — терĕ ĕçĕпе паллаштарса Любовь Федоровна.

Любовь Ятманова пуян опытлă ертỹçĕ. Вăл 27 çул шаннă ĕçре тăрăшать. Кунсерен плана тултарас, ĕçченсене хавхалантарас, пулăшса пырас, çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе ĕçе васкать.

Ирина Коновалова почтальон та, ку ĕçре нумаях пулмасть кăна ĕçлет пулин те, ĕçе хăнăхса çитнĕ. Вăл Хырхĕрринче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет. Вĕсем хушшинче «Каçал ен» хаçата чылай çул çырăнса илекенсем те пур.

Ирина Николаевна хăй ĕçне кăмăлланине пĕлтерчĕ. «Кинемейсем урама тухсах кĕтсе илеççĕ пире. Çакă темрен те паха. Хăйсен хуйхи-суйхине, савăнăçне пирĕнпе пайлаççĕ», — терĕ Ирина Николаевна.

Надежда Корнилова почтальон Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакансене хаçат-журнал салатать. Ял халăхĕ ытларах чăваш кăларăмĕсене кăмăлланине палăртать вăл. Çак ĕçре 6 çул тăрăшаканскер кунсерен 100 экземпляр хаçат-журналпа çула тухать.

«Пирĕн профессие çăмăл тесе калаймăн. Çапах та ялсенчи аслă ăру çыннисемшĕн кирек хăçан та кĕтнĕ хăна пулнине туйсан тата çынсен кăмăлне ырă хыпарпа çĕклеме пултарсан чунтан хĕпĕртетĕп», — тет Ирина Коновалова почтальон.

Коллективра пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлени тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме, плана тултарса пыма май парать.

А.ЕФРЕМОВА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *