Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени — чи пахи,

Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени — чи пахи,

— тенĕ ваттисем. Хуçалăхсем кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, çанталăк условийĕсене пула çуракине кăшт каярах пикеннĕ пулин те, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра район уй-хирĕсем çĕрулми лартакан, куккурус акакан техника шавĕпе тулнă. «Урожай» колхоз ĕçченĕсем те хĕрсех çĕрулми ани çинче тар тăкаççĕ.

— Колхозра ăста алăллă, ĕçрен хăраман опытлă механизаторсем тăрăшаççĕ. Акă, Владислав Мышкинах илер. Вăл çĕрулми лартмалли çĕре хатĕрлесе парать. Хатĕр çĕр çине Сергей Смирнов (сăнỹкерчĕкре) «иккĕмĕш çăкăр» лартать. Ăна валли эпир кăçал 90 гектар лаптăк уйăртăмăр. Хальлĕхе ăна 65 гектар çинче пурнăçлама пултартăмăр. Çанталăкĕ аван тăрать. Унпа эпир туллин усă куратпăр, — паллаштарчĕ вырăнти ĕç-хĕлпе Иван Киргизов агроном.

«Урожай» колхозра акмаллли-лартмалли çĕр лаптăкĕ — 2321 гектар. 230 гектар çинче акса хăварнă кĕрхи культурăсем шăтса тухса ем-ешĕл тум тăхăннă. Сип-симĕс те карнă çип евĕр тикĕс йăрансем çине пăхсан, чăн та, чун савăнать, кĕрхи кун пуян тухăç илес шанăç çуратать. Çурхи ака ĕçĕсене хуçалăх ĕçченĕсен 1340 гектар çинче пурнăçламалла. Паянхи куна илес пулсан «Урожай» колхоз пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ.

— Пĕр çул ỹсекен курăксене 110 гектар акнă. Ун валли уйăрнă пĕтĕмĕшле лаптăк 135 гектарпа танлашать. Унта Александр Тарасов, Илья Аюков, Геннадий Шакмаков механизаторсем ĕçлеççĕ. МТЗ-82 тракторпа Юрий Уразаев механизатор культиваци тăвать. Сỹреленĕ çĕрте Геннадий Долговпа Валерий Комаров тăрăшаççĕ. Кĕрхи тата нумай çул ỹсекен курăксене Владимир Мунтайкин апатлантарать, — терĕ Иван Киргизов.

— Ĕçченсем çуракинче пĕрремĕш çул мар, вĕсем пурте опытлă специалистсем. Ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Хуçалăхра вĕсен алли кирлине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем ĕçе хистенипе мар, чун-чĕре ыйтнипе пурнăçлаççĕ. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Çакă вара пирĕн ĕçре — чи кирли тата чи пахи.

Пысăк хуçалăха ертсе пыма, паллах, çăмăл мар. Колхозра пурĕ 640 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 216-шĕ — сăвăнакан ĕнесем. Выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрлемелле. Çавăнпа та вĕсем, çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарать каларăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Сенаж валли хуçалăх нумай çул ỹсекен курăксемпе тулăпа урпа, пăрçа хутăшĕ çитĕнтерет. Лидия Пыркина, Галина Пыркина, Татьяна Михеева, Нина Козлова, Галина Уразаева, Мария Красильникова, Марина Мунтайкина тата Вера Степанова дояркăсем сенажа ĕнесем юратса çинине пĕлтерчĕç.

— Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра вăтамран 16-шар килограмм сĕт суса илетпĕр, патшалăха 2900-3000 килограмм ăсататпăр. Дояркăсемпе пăру пăхакансем пирĕн питĕ маттур. Кашниех харпăр хăй ĕçне юратса тăвать, шалăвне те, паллах, тивĕçлипе илет, — палăртрĕ ферма ертỹçи Геннадий Пыркин.

х х х

Çурхи ака-суха вăхăтĕнче механизаторсен пĕр канăç та çук. Ир-ирех ура çинче вĕсем, çĕрлечченех хирте.

«Урожай» колхозри Николай Николаевич Никифоров çур ĕмĕр руль умĕнче тесен те юрать. Вăл асăннă хуçалăхра 1972 çултанпа тăрăшать. Хальхи вăхăтра арçын тивĕçлĕ канура, апла пулин те ĕçрен кайман вăл. Хастар механизатор фермăри выльăх-чĕрлĕх валли апат тиеме пулăшать. «Иккĕмĕш çăкăр» уйĕнче ĕç вĕренĕ тапхăрта вара вăл унти ĕçе кỹлĕнет. Малтанхи çулсенче Николай Никифоров МТЗ-82 тракторпа чылай çул ĕçленĕ.

Хисепĕ те, паллах, ĕçне кура. Ăна пуçаруллă та «ылтăн» алăллă пулнăран пĕрре кăна мар Хисеп грамоти, Тав хучĕ парса чысланă. Хушнă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланипе ĕçтешĕсем те Николай Николаевича сума сăваççĕ.

— Мăшăрĕпе, Галина Петровнăпа, ача-пăча çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра савăк мăшăр 7 мăнукĕпе чунтан савăнать. Галина та ĕмĕрĕпе фермăра тăрăшнă. Хĕрарăм чылай çул пăру пăхнă. Никифоровсем — ĕçчен çемье. Çакăн евĕр маттурсем ытларах пулсан кăна хуçалăхра чăннипех те ĕç пырать, — тет «Урожай» колхоз ертỹçи Алексей Ершов.

А.ИСАЕВА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *