Вторник, 23 апреля

Спортпа туслисем çĕнтерчĕç

Спортпа туслисем çĕнтерчĕç

Майăн 12-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче вăтам тата тĕп шкулсенче пĕлỹ пухакансем çăмăл атлетика вăййисенче мала тухассишĕн тупăшрĕç. Вĕренекенсем тĕрлĕ дистанцисене, эстафета чупса, йĕтре ывăтса, тăршшĕне сиксе ăмăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсен район чысне республика шайĕнче хỹтĕлемелле пулать.

Çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ чăннипех те хĕрỹ иртрĕ. Хĕрсемпе каччăсем кашни тупăшура çитĕнỹ тума тăрăшрĕç. Апла пулин те чи маттуррисем çеç мала тухрĕç. Вăтам шкулсен командисене илес пулсассăн, кунта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн командине çитекенни пулмарĕ. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче палăрчĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Шурутсем, виççĕмĕшĕнче — Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ. Тĕп шкулсем хушшинче Хирти Явăшсем — чи матуррисем. Чĕчкенсем — иккĕмĕш, Хырхĕррисем виççĕмĕшсем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕ-спортсменсем майăн 17-18-мĕшĕсенче республикăра йĕркелекен ăмăртусене хушăнаççĕ.

Е.ТИХОНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *