Четверг, 18 апреля

Чечек çыххинчен те пахарах

Чечек çыххинчен те пахарах

— Нумай кирлĕ-и пире, ватăсене, савăнма? Тепĕр чух ăшшăн пăхса ырă сăмах калани те ылтăн-кĕмĕлрен пахарах, — куççульленчĕ Комсомольскинче пурăнакан Зоя Федоровна Счетчикова пенсионер.

Зоя Счетчикова ĕмĕрне ачасемпе ĕçлесе ирттернĕ. Миçе çамрăка пурнăç çулĕ çине тухма, професси суйлама пулăшман-ши сумлă ватă?! Хальхи вăхăтра вăл вĕрентсе кăларнă ывăл-хĕртен чылайăшĕ Тăван çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче кун кунлаççĕ, çемье тытса пыраççĕ, ача-пăча çитĕнтереççĕ. Вĕсем хушшинче, тен, мăнукĕсене сăпкара сиктерекеннисем те пур пуль… \

— Майăн 9-мĕшĕ — чи пысăк та хаклă уявсенчен пĕри. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн, пирĕн тата хальхи çитĕнекен ăрăвăн тăнăçлăхĕпе хăтлă пурнăçĕшĕн пуçĕсене шеллемен паттăрсен ячĕсене эпир ĕмĕр-ĕмĕр асра тытăпăр. Çитĕнекен çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас тесе учительсем ырми-канми тăрăшнине те ырлатăп. Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Ирина Крылова, Елена Прокопьева библиотекарьсем ачасемпе мана саламлама килсе çитрĕç, — савăнăçне пытармарĕ Зоя Федоровна.

Айгуль Мухаметзянова, Виктория Долгова, Яна Клупанова, Гулия Хайруллина, Алсу Аббасова сумлă ватта Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе юрă-сăвă парнеленĕ, тата та нумай-нумай çул савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх суннă.

— Хама манманни вĕренекенĕмсем илсе килнĕ капăр чечек çыххинчен те пахарах. Тавтапуç çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре тăрăшакансене, — терĕ Зоя Счетчикова калаçăва вĕçленĕ май.

А.ДЕНИСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *