Воскресенье, 6 октября

Çĕр çинче нихçан та вăрçă ан пултăр

Çĕр çинче нихçан та вăрçă ан пултăр

Кирек мĕнле вăрçă пирки те çырма, каласа кăтартма питĕ йывăр. Шел, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă фронтовиксем те çулсерен сахалланса пыраççĕ. Тискер вăрçа хутшăннă салтак хăй чĕрĕ палăк теессĕм килет. Районта паянхи кун вĕсем пирĕн хушăра вун саккăрăн кăна юлнă. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсемпе эпир савăнатпăр та, мухтанатпăр та. Вĕсенчен пĕри — Дубовка ялĕнче пурăнакан Сергей Кириллович Совин. Чи çамрăк вăрçă участникĕн кăкăр тулли медаль…

— Вăрçă вăл — куççуль, юн, вилĕм. Çав вăхăтрах вăрçă вăл миллионшар çыннăн нуши-терчĕпе вĕсен хуйхи-суйхи те, тата татăлнă ĕмĕт-тĕллевĕ… Иккĕмĕш тĕнче вăрçи, чăнах та, ытла та хăрушă, тискер пулчĕ-çке. Фашистсене хирĕç пур халăх ывăлĕ-хĕрĕ пĕр йышпа çĕкленсе Тăван çĕршыва ирĕке кăларассишĕн хăюллăн çапăçрĕ, — аса илет иртнĕ кунĕсене Сергей Кириллович.

Вуннăмĕш класс пĕтерсенех Сергея çара кайма повестка параççĕ. Çак ĕç 1944 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче пулса иртет. Часах яша Ульяновск хулине связиста вĕренме яраççĕ.

— Чĕмпĕр хулинче вĕреннĕ тапхăрта пире канмалли кунсенче вăрман касма кăларса яратчĕç. Ара, вăл вăхăтра пăравуссем хальхи пек пулман, вĕсене вутăпа çỹреттернĕ. Кашнийĕшĕ çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Çĕнтерỹ, чăн та, йывăр килчĕ, вăрçă ачисем пĕр тĕрексĕр ỹсрĕç. Мĕнпур йывăрлăха тỹссе ирттерме тиврĕ пирĕн тата пирĕнтен аслăраххисен. Эпир курнă асаппа терте никамăн та, нихăçан та курмалла ан пултăр, — сỹтĕлет Сергей Кирилловичăн аса илỹ çăмхи.

Присяга тытнă хыççăн Сергей Совинăн чаçне Украина çĕрĕ çине куçараççĕ. Çапла вара Аслă Çĕнтерĕве Сергей Кириллович Киев хулинче кĕтсе илет.

— Йĕри-тавра юхăннă хула, пĕтĕмпех çĕнĕрен çĕклемелле. Кĕперсем те çук, веçех ишĕлсе пĕтнĕ. Выртса тăма вырăн çук, çавăнпа та эпир, виçĕ çамрăк, путвалта вырнаçрăмăр. Каярах парада тĕрлĕ халăх çынни пĕр рете тăрса хĕрсех хатĕрленме тытăнтăмăр. Пур — пĕрле, çук — çурмалла… Иртни халĕ те куç умĕнчех, — куççульленчĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ.

Тăван тăрăха Сергей Кириллович сакăр çултан, 1952 çулта кăна, таврăнать. Мĕн кăна курма, тỹсме тивмен пуль унăн çак тапхăрта? Ăна сумлă ватă хăй кăна пĕлет. Апла пулин те тăхăр теçеткерен иртнĕ çыннăн аса илмелли, чăнах та, чылай. Вĕсене пурне те çырса-каласа пĕтереймĕн. Ара, харпăр хăй çыннăн пурнăçĕ — вăл хăй уйрăм шăпа кĕнеки-çке.

Киле таврăнсан йĕкĕт ĕçе вырнаçать, каярах, 1955 çулта, Еленăна качча илет. Телейлĕ мăшăр пĕр сукмака, алла-аллăн тытăнса, 60 çул такăрлатать. Сергей Кириллович мăшăрĕпе виçĕ ывăла кун çути парнелесе вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларать. Шел пулин те, мăшăрĕ икĕ çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Хальхи вăхăтра ватă мăнукĕсемпе тата мăнмăнукĕсемпе чунтан савăнать. «Текех нихăçан та çĕр çинче вăрçă ан пултăрччĕ», — тет ветеран.

А.ДЕНИСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *