Районта ĕçлĕ визитпа — Михаил Игнатьев

Районта ĕçлĕ визитпа — Михаил Игнатьев

Районти хуçалăхсем паян ытларах тырă-пулă акассипе тимлеççĕ пулсан, малашлăха пăхакансем ытти ял хуçалăх культурисем пирки те манмаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, «Комсомольские овощи» агрофирмăнах илер. Кунта хальхи вăхăтра кишĕр акаççĕ, çĕрулми лартаççĕ.

Çурхи ака ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе иртнĕ эрнере районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Александр Осипов, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ĕçченĕсем ертỹçĕпе пĕрле чăн малтан «Комсомольские овощи» ОООна çитсе курчĕç, çĕрулми лартас, кишĕр акас ĕç епле пынипе кăсăкланчĕç.

«Комсомольские овощи» ООО районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри шутланать. Хуçалăх пахча çимĕç ỹстерес енĕпе тимлет, сутлăх çĕрулми çитĕнтерет. Сăмах май каласан, агрофирма акмалли-лартмалли лаптăка çулсерен ỹстерсе пырать. Акă, тĕслĕхрен, пĕлтĕр хуçалăх «иккĕмĕш çăкăр» валли 140 гектар уйăрнă пулсан, унăн лаптăкĕ кăçал та улшăнмĕ.

— Çĕрулми лартма майăн 3-мĕшĕнче тухрăмăр, кишĕр майăн 2-мĕшĕнчех акма тытăнтăмăр. Кишĕр тата хĕрлĕ кăшман 20-шер, купăста — 10, çĕрулми 140 гектар çинче çитĕнĕ. Акара Данис Гайзатуллин, Искендер Насыбуллин, Лев Пудовкин, Фарит Купиров трактористсем, Валерий Поляков, Александр Муравьев водительсем ĕçлеççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕрулми лартса пĕтеретпĕр. Механизаторсен тракторĕсем çĕнĕ, хăвăрт ĕçлеççĕ, — паллаштарчĕ çурхи ĕçсемпе «Комсомольские овощи» ООО директорĕн çумĕ Марат Камальдинов.

Хальхи вăхăтра хуçалăх ĕçченĕсем 64 гектар çинче çĕрулми, 10 гектар лаптăк çинче пахча çимĕç лартма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хуçалăхра тар тăкакансене палăртнă ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме ырлăх-сывлăх сунчĕ, кĕрхи кун тулăх пулмалла пултăр терĕ.

А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *