Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирĕн пурнăçра пысăк йĕр хăварнă. Кашни çемьех çывăх тăванĕсене çухатнă. Çĕнтерỹ пулнăранпа кăçал 73 çул çитет пулин те çав хăрушă, йывăр кунсене асра тытакансем сахал мар. Мĕншĕн тесен вĕсем ахăр саманана хăйсен куçĕпе курнă, чăтса ирттернĕ. Пирĕн районтан вăрçа 6 пин ытла çын хутшăннă, 3,5 пинĕшĕ каялла таврăнайман. Йывăрпа, вăрах вăхăт хушши çапăçса çĕнсе илнĕ Çĕнтерỹ çулĕ çулсеренех аякра юлса пырать пулсассăн та, унăн ахрăмĕ вăрçă ветеранĕсен, тылри ĕçченсен асĕнчен тухмасть. Çĕнтерĕве туптанă паттăрсен йышĕ те çулсерен чакать. Паянхи куна районта вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, 18-ăн çеç юлнă. Вĕсем: Зинетзян Алиякберович Абдрахманов, Алексей Никитич Атласкин, Георгий Михайлович Белков, Сенетулла Гинетуллович Волков, Алексей Михайлович Галкин, Василий Петрович Зверев, Минетулла Минязетдинович Зиятдинов, Василий Иванович Иванов, Андрей Дмитриевич Митюков, Ревокат Прохорович Моисеев, Иван Яковлевич Салмин, Василий Григорьевич Скворцов, Всеволод Алексеевич Скворцов, Сергей Кириллович Совин, Павел Захарович Сорокин, Лидия Титовна Титова, Василий Николаевич Чаржов, Хайертдин Ялалетдинович Ямалетдинов.
Сире мирлĕ пурнăçшăн тав тăватпăр!