Четверг, 25 апреля

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн инаугурацийĕ иртрĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн инаугурацийĕ иртрĕ

Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче Кремльте Раççей Федерацийĕн Президенчĕн инаугурацийĕ пулчĕ.

РФ Конституцийĕпе килĕшỹллĕн, Владимир Путин официаллă майпа Президент должноçне кĕнĕ пулăма депутатсем, сенаторсем, регионсен пуçлă-хĕсем, тĕрлĕ политика ертỹçисем, обществăлла организацисенче тăрăшакансем, бизнес сферăсенчи пуçлăхсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă, йыхравланисен шутĕнче — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та.

Президент должноçне йышăннă хыççăн Владимир Путин Собор площадĕнче Президент полкĕпе паллашнă. Майăн 7-мĕшĕнче полк йĕркеленнĕренпе 82 çул çитнĕ. Владимир Путин Раççейри çамрăксен обществăлла, волонтерсен организацийĕсен представителĕсемпе курнăçнă, тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *