Геннадий Филиппов, Комсомольски ялĕ:
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн черетлĕ Указĕ тĕрлĕ сферăсене пырса тивет: вĕренÿ, медицина, экологи, культура тата ытти те. Тĕп вырăнта – халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси. Вăл хăйĕн Çырăвĕнче: «Ĕçлекен çынсен те чылай чухне питĕ сăпайлă пурăнма тивет», — тенĕччĕ. Владимир Путин черетлĕ Указĕнче чухăнлăхран тухмалли мерăсене палăртрĕ, унта вăл çынсен тупăш шайне ÿстермеллине тата вĕсене лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермеллине кĕртрĕ.
Çавăн пекех çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ те ертÿçĕне пăшăрхантарать. Çынсен пурнăç тăршшĕ — çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çавна май çĕршыв ертÿлĕхĕ çитес вунăçуллăхра çак кăтартăва «80» çула çитересшĕн. Ачаллă çемьесене патшалăх енчен тĕрев парассине вăйлатма сĕннине те ырлатăп. Ку пулăм деморграфи лару-тăрăвне аталантарма пулăшатех тесе шутлатăп.
Савăнăçлă ырă тепĕр хыпар — çурт-йĕр тăвас отрасле çĕклес тени. Палăртнă тăрăх, çуллен 120 миллион тăваткал метр çурт-йĕр тăвасшăн. Унпа килĕшÿллĕн, тепĕр 5 миллион çын хăйĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пултарĕ. Президент йышăннă черетлĕ Указсем пурте пурнăçланасса шансах тăратăп.