Суббота, 4 февраля

Ĕç уявĕ

Ĕç уявĕ

Çак уяв пархатарлă ĕçе, ĕç çыннине мухтать, халăха пĕтĕçтерет, унăн пурнăçри яваплăхне ỹстерет. Ĕç вăл çынна ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ỹсме тата аталанма пулăшать, Тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентет.

Майăн 1-мĕшĕнче республикăра тĕрлĕрен мероприяти иртĕ. Район центрĕнче йĕркелекен уявра демонстраци тата пысăк концерт йĕркелеме планланă. Вăл 10 сехетре пуçланать. Уяв колоннине общество организацийĕсен ĕçченĕсем, ĕç коллективĕсем, çамрăксем тăрĕç. Волонтерсем вара иртен-çỹрене ялавсем валеçĕç. Праçник кунĕ артистсем халăха хăйсен илемлĕ сассипе савăнтарĕç. Паллах, çак тапхăрта хăрушсăрлăх пирки те манмĕç — вăл тĕп вырăнта пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *