Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Районти хуçалăхсенче çурхи акана хатĕрленес ĕç малалла пырать.

«Дружба» ЯХПКра нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелеççĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене 105 гектар апатлантарнă.

Çĕрулми вăрлăхне яровизацилеме «Луч» тата «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче 90-шар тонна, «Урожай» колхозра 310 тонна, çавăн пекех «Слава картофелю» агрофирмăра 135 тонна хунă тата вĕсем 85 тонна тĕш тырра им-çамланă.

Механизаторсем автомашинăсемпе тракторсене, акмалли, сỹремелли тата лартмалли ытти техникăна юсаççĕ. Хуçалăх ертỹçисен те çак яваплă тапхăра, çуракине, туллин хатĕрленмелле. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем кашни хуçалăхрах çителĕклĕ пулччăр.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *