Апрелĕн 24-мĕшĕнче Патшалăх Канашĕн 19-мĕш сессийĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕн 2017 çулхи кăтартăвĕсем çинчен отчет тунă.
Михаил Игнатьев чи малтанах республика аталанăвĕн тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассин никĕсенче экономика çирĕплĕхĕ пулнине каланă. Пĕлтĕр промышленноç, ял хуçалăх тытăмĕсене инвестици хывассинче, бюджет укçипе тухăçлă усă курассинче кăтартусем чăннипех те лайăх. Бюджет укçи-тенкипе усă курассин, пулăшусемпе тивĕçтерессин пахалăхĕ ỹснĕ.
Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици климатне хаклакан Наци рейтингĕнче пĕлтĕр республика 85 регион хушшинче 2-мĕш вырăнта пулнă. Тĕслĕхрен, инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртни 1525 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă.
Регионта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх сферине аталантарас енĕпе йышлă мерăсем йышăнса хăварнă. Михаил Васильевич экономикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес тỹпи ỹссе пынипе кăмăллă. Паян вĕсен йышĕ — 46,8 пин.
Регион ертỹçи ялсене, районсене общество инфратытăмне аталантарма малашне те пулăшса пырассине çирĕплетсех каланă. Граждансен пуçарăвĕсене тĕпе хурса йĕркелекен бюджет мелĕпе пĕтĕмпе 103 проект пурнăçланнă. Проектсене ĕçе кĕртессипе малта пыракансем — Комсомольски, Патăрьел, Шупашкар районĕсем. Кăçал пурнăçлама 210 проект суйланă.
Пĕлтĕр ял хуçалăхĕнче юлашки 20 çулта пулман тухăç пуçтарса илнĕ. 698,7 тонна тĕш-тырă пỹлмесене кĕнĕ. Усă курмасăр выртакан çĕр па-йĕсене реестра илессипе регион ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ.
Экономикăн тĕп пайĕсем пирки Михаил Игнатьев тĕплĕнрех чарăнса тăнă, приоритетлă тĕллевсем çинчен те асăнса хăварнă.
Отчет хыççăн фракцисен депутачĕсем Пуçлăха ыйтусем йышлă панă. Михаил Васильевич кашни ыйтăва уçăмлатнă, хуравланă.
ХАКЛАВ
Александр Осипов, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
— Тĕпрен илсен, влаç ĕçне ырласа хаклатăп. Паян пурнăçлакан ĕç — пĕтĕмпех халăх валли, республикăра пурăнакансемшĕн, çынсен пурнăç шайне çĕклессишĕн. Ялсенче çакна ăнланаççĕ. Республика ертỹлĕхне пуçаруллă бюджет мелĕпе суйласа илекен проектсене пурнăçлама пулăшнăшăн уйрăммăн тав тăвас килет. Ку енĕпе тăвакан ĕç паян чăннипех пысăк. Пирĕн районта 2017 çулта çак программăна 6 ял тăрăхĕ хутшăннăччĕ, кăçал вара 12 ял тăрăхĕ проектсем тăратнă — вĕсене пурне те пурнăçламашкăн суйласа илнĕ. Асăннă программăна хутшăннине кура çынсен пурнăç, кану условийĕсене лайăхлатма, çăлкуçсене, масарсене тирпейлеме, çулсене юсама пултартăмăр. Çынсен хăрушсăрлăхне тĕпе хурса урамсене каçсерен çутатса тăмалла турăмăр..