Понедельник, 11 ноября

Поздравление с Днём чувашского языка

Хисеплĕ Каçал районĕн çыннисем!

Каçал район администрацийĕ сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чунтан саламлать.

Çак сумлă куна халалласа чăвашсем пурăнакан пур регионта та тĕрлĕ уявсем иртеççĕ. Тăван халăхшăн пĕтĕм чунне,  вăй-халне панă Иван Яковлевич Яковлев ятне пирĕн халăх ăру хыççăн ăру чĕре çумĕнче тытса, сума суса пурăнать. Аслă  вĕрентекенĕмĕрĕн халалĕ кăна мĕне тăрать! Унти кашни сăмах, кашни йĕрке паян кун та пире çывăх, питĕ хаклă.

Сире малашне те çитĕнỹсем тума ăнăçу, телей, сывлăх сунатăп. Аннесен сăпка юррисемпе юратса ỹснĕ чăваш чĕлхине сума суса, хисеплесе пурăнăр.

Каçал район администрацийĕн пуçлăхĕ                        А.Н. Осипов

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *