Космонавт пулма çăмăл-ши?

Çак ыйту çине хурав тупас тесе Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн 1-мĕш тата 3-мĕш класĕсенче вĕренекенсем класс ертỹçисемпе пĕрле космос çулçỹревне тухрĕç. Кашни Планета ачасен умне кăткăс ыйту кăларса тăратрĕ. Çĕр-планета çинче вĕсем чăн малтан çăлтăрсем патне вĕçсе хăпарнă космонавтсем çинчен калакан презентацие пăхрĕç, каярах космос карапне пухрĕç. Марс-планета çинче çăлтăрсем шутларĕç пулсан, ачасене Венера-планета хатĕрленĕ кроссворда шĕкĕлчеме пачах çăмăл пулмарĕ.

Ытти планетăсем çинче ачасем интерактивлă вăйăсем вылярĕç, ребус тупсăмне шырарĕç. Пулас космонавтсен ăс-тăн пултарулăхне кăна мар, вăй-хал çирĕплĕхне те тĕрĕслерĕç. Ачасем хăйсене килĕшнĕ, асра юлнă самантсене ỹкер-чĕксенче сăнласа кăтартрĕç.

— Космонавт пулма пачах та çăмăл мар иккен, — терĕç вĕсем харăссăн.

В.ФИЛИППОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *