Пятница, 19 апреля

Кадастр хакне чакарма пулать

Кадастр хакне чакарма пулать

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ ултă çул ĕнтĕ граждансене кадастр хакне чакарма пулăшать. Çакна валли Росреестрта ятарлă комисси туса хунă.

2014 çулта, ял-хуласенчи çĕрсен кадастр хакĕн пĕтĕмлетĕвĕсем вăя кĕрсен, комиссине чи нумай ыйту килнĕ. 2015 çулта вĕсен шучĕ пĕчĕкленнĕччĕ пулсан, ытти çулсенче татах ỹсрĕ, çакă рынок отчечĕ тĕлĕшпе экспертсен пĕтĕмлетĕвне пăрахăçланипе çыхăннă.

Пĕлтĕр комиссире куçман пурлăхăн 370 объекчĕ пирки тавлашуллă ыйтусене пăхса тухнă, çав шутран 324-шĕ — çĕр участокĕсем, 46-шĕ — капиталлă строительство объекчĕсем çинчен. Кадастр хакĕпе килĕшменнисене илес пулсан, 2017 çулта комиссие 90 организаци, 83 уйрăм çын тата вырăнти самоуправленин пĕр органĕ килнĕ. Хăшпĕрисем темиçе объект çинчен те ыйту пуçарнă. 370 объектран 303-шĕн тĕлĕшĕпе кадастр хакне 2,4 млрд тенкĕлĕх пĕчĕклетме май килнĕ (61 процент).

Кăçал вара çулталăк пуçланнăранпа 46 заявлени килнĕ, вĕсенчен 12-шне граждансем майлă татса панă.

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *