Четверг, 25 апреля

Аслă вĕрентекене чысласа

Аслă вĕрентекене чысласа

Кăçал аслă вĕрентекенĕмĕр — чăваш алфавитне хатĕрлекенĕ, православи миссионер-педагогĕ, 400-е яхăн шкул хута янăскер, пĕр сăмахпа каласан, чăваш халăх Улăпĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çавна май республикăра тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ, унта пин-пин çын хутшăнать. Сăмах май, тĕп мероприятисем апрелĕн 24-25-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче иртĕç.

Программăна уçаканĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пулĕ. Çав кун «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльпе паллашма пулать. Апрелĕн 25-мĕшĕнче Наци библиотекин алăкĕсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемшĕн, çавăн пекех культурăпа кану учрежденийĕсенче тата вулавăшсенче ĕçлекенсемшĕн уçă пулĕç. Вĕсем «Нумай халăх пурăнакан регионти библиотекăн çутĕç миссийĕ» семинарта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашĕç. Çавăн пекех наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертỹçисем çак кун «Чăваш наци культурине аслă патриарх И.Я.Яковлев эткерлĕхĕн никĕсĕ çинче упрасси тата аталантарасси» темăпа «çавра сĕтел» йĕри-тавра пуçтарăнĕç.

Çав вăхăтрах Тĕрĕ музейĕнче чăваш халăх тĕррине курса киленме те май пулĕ. Сăмах май, унта республикăри, çавăн пекех Раççейĕн ытти регионĕсенчен килнĕ орнамент искусствин ăстисем хутшăнĕç. Шупашкар центрĕнче «Анлă янра, чăваш чĕлхи!» концерт хыççăн флешмоб иртĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн палăкĕ умне чечексем хурĕç. Программа вара Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн-че вĕçленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *