Пятница, 19 апреля

57 çул каялла тĕнче уçлăхне вĕçнĕ

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕ-шĕнче пĕтĕм планета çыннисем СССР летчикĕн — пĕрремĕш космонавтăн Юрий Гагаринăн паттăрлăхĕпе тĕлĕнсе хавхаланнă. Космоса пĕрремĕш вĕçев пурнăçланăранпа кăçал 57 çул çитрĕ.

Республикăра пурăнакансем те Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕпе, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн ятне тивĕçнĕ, космонавтсен «Гагарин отрячĕн» пĕрремĕш членĕпе Андриян Николаевпа хавхаланаççĕ. Вăл космоса икĕ хут вĕçнĕ. Вĕçев вăрахлăхĕпе тата инçĕшĕпе тимиçе хут тĕнче рекорчĕ тунă-скерĕн ячĕ космос историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă.

Космонавтика кунĕнче районти вĕренỹ учрежденийĕсенче, вулавăшсенче мероприятисем иртнĕ. Ачасем унта хастар хутшăннă. Унпа пĕрлех вĕсем асăннă темăна çутатса тĕпчев тата наука ĕçĕсем пурнăçлаççĕ, регионсен тата Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ. Çамрăксем мухтавлă çынсен ĕçне малалла тăсса, этемлĕх ырăлăхĕшĕн тăрăшса тĕнче уçлăхне тĕпчес ĕçе пысăк тỹпе хывасса шанатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *