Тирпейлеме вăхăт çитрĕ

Тирпейлеме вăхăт çитрĕ

Хĕл кунĕсенче кил-тĕлĕшре, унăн таврашĕнче, урамсемпе ялсенче пуçтарăннă çỹп-çапа тасатасси — паянхи кун чи малтан пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри. Ара, юр ирĕлнĕçем куç умне ăпăр-тапăр тухма та ĕлкĕрет. Çак тасамарлăхпа тирпейсĕрлĕх вара кашнин кăмăлне хуçать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕллевпе уйăхлăх ирттерме палăртнă. Вăл апрелĕн 16-мĕшĕнчен пуçланĕ. Çак хушăра хамăр пурăнакан вырăна, ял масарĕсемпе парксене тасатса тирпейлемелле. Çавăн пекех палăксемпе обелисксем, стелăсем пирки те манмалла мар.

— Вырăнти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисен те хамăр пурăнакан вырăн çине алă сулмалла мар, хăйсене шанса панă территорире тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçламалла: йывăçсене шуратмалла, юсав ĕçĕсене туса ирттермелле, — палăртнă район ертỹçи.

Дмитрий Кузьмин, районти пушар надзорĕн начальникĕ:

— Часах, çанталăк ăшăтнăçем, кашниех уяр кунсемпе усă курма тăрăшĕ: кил умĕсемпе унăн çывăхĕнчи территорисене тирпейлĕ. Çиллĕ çанталăкра çурт, тĕрлĕ хуралтă çывăхĕнче çỹп-çапа çунтармалла мар, мĕншĕн тесен çакă пысăк инкекпе вĕçленме пултарать.

Çунакан çỹп-çап куписене, вĕсем çывăхра мар пулсан та, тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Типĕ курăкпа та асăрхануллă пулмалла. Çулсерен уй-хирте курăк çуннă тĕслĕх сахал мар. Енчен те çỹп-çап куписене тивертрĕр пулсан, вăл çунса пĕтичченех сыхламалла.

А.ДЕНИСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *