Юлашки çулсенче вăрман хăрăк-туратпа «пуянланнине» чылайăшĕ асăрханă ĕнтĕ. Кăмпа-çырлана кайсан ура айĕнче кансĕрлесе выртакан йывăçсене вăрманçăсем пуçтарса та ĕлкĕреймеççĕ, çав вăхăтрах вĕсене çынсен те илсе тухма юрамасть. Йĕркене пăхăнманнисене пысăк штраф кĕтет! Саккун урлă сиксе каçаймăн…
Малашне вара вăрман тирпейленес шанăç çуралчĕ. Çак кунсенче Раççей Патшалăх Думи çынсене хăрăк-турата тасатма, иртме ирĕк панă. Саккуна депутатсем апрелĕн 3-мĕшĕнче йышăннă. Урăхла каласан, ỹлĕм-рен вăрманта та «экологи субботникĕсем» ирттернишĕн хальхи евĕр штрафламĕç. Пурпĕрех васкама иртерех-ха. Саккун çитес çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен çеç вăя кĕрет. Чăваш Енри Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен хыпарланă тăрăх, федераци саккунĕпе килĕшсе тăракан ĕçлĕ хута çывăх вăхăтра пирĕн регионта та йышăнсан, вăрмана хăрăк-турат пуçтарма кайма пулĕ….