Вторник, 31 января

Халăх шухăш-кăмăлĕ – малти вырăнта

Халăх шухăш-кăмăлĕ – малти вырăнта

Виçĕ хутлă, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене шута илсе çĕкленĕ илемлĕ кермен аякранах курăнса хăйевĕрлĕхĕпе илĕртет. «Ялкын» суту-илÿ çурчĕ Комсомольски район центрĕнче вырнаçнă. Хирĕçех — автостанци. Çавна май вырăнта пурăнакансене кăна мар, çывăхри ялсенчен тĕрлĕ ĕçпе килнĕ çынсене те кунта кĕрсе тухма питĕ меллĕ.
Алăка уçса кĕрсенех хăтлă та çутă пÿлĕме лекрĕм. Мана хирĕç электроэнергие перекетлекен светодиодлă лампочкăсем çĕкленĕ Фэнис хэзрет Сафиуллин имам тухатчĕ. Пĕр-пĕрне ырă кун суннă хыççăн вăл кунта хăй мĕн çăмăлпа çитнине асăнчĕ. Вĕсем мечете электричество кĕртме тытăннă иккен, анчах та çутă ламписем çитмеççĕ-мĕн. Çакна пĕлсен «Ялкын» лавкка пуçлăхĕ Минзаит абый пулăшма кăмăл тунă. «Ырă ĕç вырăнне пултăр. Çынна, ыттисене пулăшни, ырă сунни нихăçан та çухалмасть», — тенĕ вăл. Çапла, çынпа çын пек пулнине нимĕн те çитмест, ырă туни те ырăпах каялла таврăнать.
— Шкулсене час-часах пулăшатăп, мечет пирки те манмастăп. Ытти организацисем ыйтусемпе тухсан вĕсене те хирĕçлеместĕп, — тет Минзаит абый.
Минзаит Гарефетдинович Камалюков суту-илÿре 2001 çултанпа. Паллах, бизнес вăл — чи кăткăс ĕçсенчен пĕри. Паянхи кун вара пушшех те.
— Пĕчĕк кăна киоск туянни халĕ те куçăм умĕнче. Пултарайăп-ши тесе ытлах пуçа ватмарăм. Ара, хама тата вăйăма шанмасан мĕншĕн çĕнĕ ĕçе пуçăнас; Малтанах электро-, хуçалăх тата канцеляри таварĕсем сутаттăм, — сÿтĕлчĕ Минзаит абыйăн асаилÿ çăмхийĕ. Каярах суту-илÿре мăшăрĕпе ачисем те пулăшма пикенеççĕ. Вĕсем вырăнта çеç мар, юнашар регионсене тухса çÿреме тытăнаççĕ, пысăк предприяти-организацисемпе çыхăну тытаççĕ.
«Тумламран кÿлĕ пулать», тенĕ ваттисем. Хальхи вăхăтра «Ялкын» лавккара мĕн кăна çук-ши?! Кунта калăпăшлă люстрăсенчен пуçласа тĕрлĕ тĕслĕ тата сăнлă сехетсем, сувенирсемпе вазăсем, картинăсем, электро-, хуçалăх таварĕсем, савăт-сапа, тетте, парне таранах туянма пулать.
— Илемлĕ керменре ăшă, çутă. Тавар ассортиментне илес пулсан, вăл питĕ пуян: 3 пине яхăн ят. Вĕсене ытларах Белоруссинчен тата Китайран тÿрремĕн илсе килетпĕр, çавăнпа та таварсем пирĕн патăмăрта йÿнĕрех. Районшăн паха пулăм шутне вара кунта эпир çĕнĕ 5 ĕç вырăнĕ йĕркелеме пултарнине кĕртесшĕн. Ку ыйту халăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн пĕр бухгалтерпа тăватă сутуçă. Хĕрсем — Валентина Гурьянова, Алена Иванова, Тэнзиле Хамбикова, Лилия Кушаева — халăхпа кăмăллăн калаçаççĕ, ăшшăн йăл кулса кĕтсе илсе çаплах ăсатса яраççĕ. Лилия «Ялкын» лавккара вăл уçăлнăранпах тăрăшать. Коллектив питĕ туслă пирĕн. Пултаруллă ĕçченсене эпĕ ăнланнишĕн, тăрăшулăхшăн тав тăватăп, — терĕ «Ялкын» суту-илÿ çурчĕн ертÿçи Минзаит Камалюков.
Иртнĕ çул вĕсем магазин лаптăкне ÿстерме пултарнă.
— Çирĕплетмелли, çыпăçтармалли вак-тĕвек кирек хăш самантра та кирлĕ пулма пултарать. Çавна шута илсе ассортимента улăштарса, ÿстерсех тăратпăр, çынсен ыйтăвĕсемпе те ĕçлетпĕр, вĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Халăх шухăш-кăмăлĕ — пирĕншĕн саккун, — терĕ Тэнзиле Хамбикова сутуçă.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *