Четверг, 25 апреля

Кемĕр эпир сирĕнпе!

Кемĕр эпир сирĕнпе!

Мартăн 25-мĕшĕ Раççей историйĕнче чăннипех те хура сас паллисемпе çырăнса юлчĕ. Çак кун Кемĕр хулинчи «Зимняя вишня» суту-илÿ центрĕнче пушар тухрĕ. Ăна талăка яхăн сÿнтерчĕç. Шел, пушарта 64 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вĕсенчен чылайăшĕ вара — ачасем. Шар курнисем тата мĕн чухлĕн; Вĕсем больницăсенче сипленеççĕ.
Шăпах пушар тухнă кун, çурхи каникул пуçланнă май, шкулта пĕлÿ пухакансем суту-илÿ центрне класĕпех кино курма кайнă. Çавăн пекех канмалли кун вăйă залĕсенче те ачасем чылай пулнă. Вут-çулăм, сĕрĕм-тĕтĕм пысăк хăвăртлăхпа сарăлнă. Çынсем унран çăлăнса тухайман….
Кемĕр облаçĕнче — мартăн 27—29-мĕшĕсем, Раççейре мартăн 28-мĕшĕ хурлану кунĕ пулчĕ. Раççейре пурăнакансем Кемĕр облаçĕнче пурăнакансемпе пĕрле чĕререн хурланнине пĕлтерсе хăйсем пурăнакан вырăнта çурта çутаççĕ, палăк умне чечексем хураççĕ, теттесем илсе килекен те сахал мар. Вĕсен инкекĕ — пĕрлехи инкек. Эпир те чун-чĕререн хурланатпăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *