Понедельник, 7 октября

Тăхăр теçеткене хыçа хăварнă

Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Мария Александровна Ильина çак кунсенче 90 çул тултарчĕ.
Марье аппа Янкасси ялĕнче кун çути курнă. Çемьере ултă пĕртăван çитĕннĕ. Нĕркеçри шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн хĕр Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕрет. Икĕ çултан çамрăкăн вĕренĕве пăрахма тивет, ашшĕне тата икĕ пиччĕшне вăрçа илсе каяççĕ.

Килте асли пулнăран, Марье виçĕ пĕртăванне ура çине тăратма вăй-халне шеллемен. Аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, вăрманне те пайтах каснă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те Марье аппа тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн пайтах тăрăшнă.

1952 çулта Аслă Çĕрпÿел каччипе Петр Ильинпа çемье çавăрнă. Петр Андреевич — Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра бригадирта, тимĕрçĕре тăрăшнă. Туслă мăшăр виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ.

Марье аппа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра тăрăшнă, кулленхи ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. Ĕçри пултарулăхшăн Мария Александровнăна медальсем, Хисеп хучĕсем парса чыс тунă. «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ вăл.

Паянхи кун ачисем пурте çемьеллĕ, тăван киле амăшĕ патне яланах килсе çÿреççĕ. Вĕсем çывăхра тĕпленнĕшĕн хĕпĕртет ватă çын. Ăшпиллĕ те тарават кукамая, асаннене мăнукĕсем тата вĕсен ачисем куç тулли савăнтараççĕ.

Çак савăнăçлă куна паллă тума Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, вырăнти депутатсен пухăвĕн ертÿçи Надежда Ильина, культура ĕçченĕсем тата Мария Александровнăн çывăх тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Надежда Вячеславовна Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин янă Тав çырăвне вуласа пачĕ, парне парса чысларĕ.

«Мария Александровна, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн, тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăху ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килте килĕшÿ хуçалантăр», — терĕ Геннадий Герольдович ватăна саламласа, парнепе чысларĕ.

Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ĕçченĕсем юбиляр ячĕпе çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Уяв вĕçĕнче кинемей савăнăçне пытармарĕ, хăйне хисеплесе килнĕ мĕнпур çынна чĕререн тав турĕ.

С.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *